Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ун ячĕ халăх асĕнче

06 июня 2009 г.

Николай Васильевич Космовский... Аслă ăру çыннисем ăна лайăх ас тăваççĕ-ха: пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлмен, çынпа яланах ăна ăнланса, ăшшăн калаçма тăрăшакан, хăйĕн сăмахне çирĕп тытакан хастар ертÿçĕччĕ вăл. Хамăр районти Никишино ятлă пĕчĕк ялта çуралса ÿснĕскер, мĕн ачаран хресчен ĕçне, унăн çăмăл мар пурнăçне лайăх пĕлнĕ. Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухсан, хăйсен ялĕнчи Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ, пĕлĕвне институтра ÿстерме хатĕрленнĕ. Анчах унăн çутă ĕмĕтне Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланни çапса хуçать. Николай 1941 çулхи августра хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса каять, Мускавшăн тата Ленинградшăн пынă хаяр çапăçусене хутшăнать. Икĕ хутчен йывăр аманать, госпитальте сипленсен каллех строя тăрать. Вăрçăри паттăрлăхшăн ăна Тăван çĕршыв «Хĕрлĕ Çăлтăр», Мухтав орденсемпе, медальсемпе наградăланă.

1946 çулта демобилизаци йĕркипе тăван района таврăнсан, Николай Васильевич вăрçăпа юхăннă халăх хуçалăхне çĕклеме хастар хутшăнать, нумай хушă МТС системинче вăй хурать.

Пултаруллă çынна Шупашкарта та часах асăрхаççĕ, Н.Космовские Шăмăршă тата Патăрьел районĕсенчи парти органĕсенче ĕçлеме шанаççĕ.

1965 çулта, Шăмăршă районне çĕнĕрен йĕркелесен, Н.В.Космовские КПСС Шăмăршă райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма суйласа лартаççĕ. Çак йывăр та пысăк яваплă ĕçре Николай Васильевич ултă çул хушши чунтан тăрăшса ĕçлет, районти ял хуçалăхне тата промышленноç предприятийĕсен ĕçне республика шайне çĕклессишĕн нумай вăй хурать.

1971 çулта Н.В.Космовские Шупашкара ĕçлеме куçараççĕ, чылай хушă вăл ял хуçалăх ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитетне ертсе пырать.

Мирлĕ ĕçри хастарлăхшăн Н.В.Космовские Тăван çĕршыв виçĕ хутчен Хисеп Палли орденпа чысланă, Николай Васильевич Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ, халăх депутачĕсен район Совечĕн депутачĕ пулса тăван районшăн ырă ĕç нумай тунă.

Н.В.Космовский йывăр чире пула 1997 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче пиртен уйрăлса кайрĕ. Хăй пирĕн хушăра çук пулин те, унăн ырă ячĕ халăх асĕнче. Вилнĕ хыççăн Н.В.Космовские «Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят пани те çакна лайăх çирĕплетет.

Иртнĕ юн кун Шăмăршă масарĕ çинче Николай Васильевича аса илсе ырă сăмахсем нумай каларĕç. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев та, Н.В.Космовскийпе пĕр вăхăтра ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă В.И.Максимов та, Н.В.Космовскийĕн мăнукĕ А.В. Филиппов та, ыттисем те Николай Васильевич чăн-чăн çын пулнине, тăван районшăн лайăх ĕçсем çав тери нумай тунине палăртрĕç.

Н.В.Космовские çывăх пĕлнĕ ентешсем тăрăшнипе, унăн палăкне туса хатĕрленĕ. Çак палăка Николай Васильевичăн вил тăпри çине вырнаçтарчĕç. Масара кĕрсен инçетренех курăнса тăрать вăл, Шăмăршă районĕн ятне-хисепне çĕклессишĕн чунтан тăрăшнă чăн-чăн çын палăкĕ. Ун çине çырнă çак сăмахсем чуна хумхантараççĕ:

«Шемуршинская скорбит земля:

Здесь СЫН ее родной.

С нею ты навсегда,

И в памяти людской!»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика