06 июня 2009 г.
ПАЛЛĂ ентешĕмĕре – Совет Союзĕн Геройне В.И. Урукова халалласа Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекинче кĕнеке выставки уçăлнă. «Унăн ячĕпе урамсем хисепленеççĕ» кураври «Память солдатского сердца» кĕнекери уйрăм статьяра танксен гварди 40-мĕш бригадин командирĕн Смирнов полковникăн тата танксен гварди 11-мĕш корпусĕн командирĕн Гетман генералăн асаилĕвĕсем пур. Унта вĕсем автоматчиксен В.И.Уруков ертсе пыракан батальонĕ 1945 çулхи январьте Польшăри Варта юхан шывĕ урлă чи малтан каçнине, тепĕр çыранра плацдарм йышăнса подразделени тăшман контратакисене пĕрин хыççăн теприне сире-сире ывăтнине, çапла майпа хамăр чаçсене юханшыв урлă каçма, кĕпер хывма майсем туса панине çырса кăтартнă. Питĕ шел, батальон командирĕ çав çапăçура йывăр аманнă, январĕн 29-мĕшĕнче госпитальте вилнĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр, Хĕрлĕ Ялав, Александр Невский орденĕсен кавалерне В.И.Уруков майора вилнĕ хыççăн, СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1945 çулхи майăн 31-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн, Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.
Куравра çавăн пекех «Герои Советского Союза – наши земляки», «Уроженцы Чувашии на фронтах Великой Отечественной войны», «Наши земляки – в борьбе с фашизмом», «Чувашия в годы Великой Отечественной войны», «Книга Памяти Шемуршинского района» кĕнекесемпе паллашма, вĕсене илсе вулама пулать.