Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун ăшшине шеллемесĕр

06 июня 2009 г.

СОЦИАЛЛĂ хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем районти халăха социаллă хÿтлĕх парас ĕçре патшалăх политикине пурнăçа кĕртсе пыраççĕ, район çыннисене социаллă пулăшу паракан учрежденисен ĕç-хĕлне координацилеççĕ. Çемьесене, хĕрарăмсене, ачасене, ватă граждансене, ветерансемпе инвалидсене, службăран таврăннă çар служащийĕсемпе вĕсен çемйисене, Чернобыльти авари юлашкийĕсене пĕтерме хутшăннă çемьесене, служба тивĕçне пурнăçланă вăхăтра Раççей Конституцине хÿтĕлесе çапăçусене хутшăннă запасри воинсене патшалăх паракан социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси, патшалăхăн социаллă пособийĕсене тÿлесе тăрасси – районти социаллă хÿтлĕх пайĕн тĕп задачисем. Пайра патшалăх пособийĕсене илекенсен, нумай ачаллă, сахал тупăшлă тата тулли мар çемьесен, тăлăхсемпе çурма тăлăхсен, ветерансемпе инвалидсен даннăйĕсем тăрăх компьютер базине йĕркеленĕ.

Шăмăршă районĕнче пурĕ 15 пин те 680 çын пурăнать (2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне). Çак йышран 4597-шĕ – пенсионерсем (2022 ĕç ветеранĕпе 1873 инвалид).

Тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене Чăваш Республикин «Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн социаллă тÿлевсем парса пыратпăр. РФ тата ЧР ĕç ветеранĕсем районта 1106-ăн шутланаççĕ. Вĕсене кăçалхи 5 уйăхра пурĕ 4 миллион та 147 пин тенкĕлĕх çăмăллăхсем панă. Районта тылăн 383 ĕçченĕ пурăнать. Вĕсене пособи тÿлеме кăçал 1 миллион та 394 пин тенкĕ расхутланă.

Коммуналлă çăмăллăхсемшĕн субсиди тÿлесси те законодательствăпа килĕшÿллĕн пырать. Кăçал сахал тупăшлă 426 çемьене 872 пин тенкĕлĕх пулăшу панă. Кунсăр пуçне коммуналлă çăмăллăхсемшĕн 1450 инвалида 2 миллион та 601 пин тенкĕлĕх укçа тÿлевĕпе тивĕçтернĕ. 6 инвалида автомашина парас вырăнне 100-шер пин тенкĕ компенсаци тÿленĕ. Вăрçăн пĕр инвалидне хваттер туянма 550 пин тенкĕлĕх сертификат панă.

Районта 18 çул тултарман 2011 ача шутланать. 1265 хĕрарăм кашни уйăхрах патшалăхран ачасемшĕн пособи илсе тăрать. Кăçалхи 5 уйăхра çак тĕллевпе пурĕ 3 миллион та 336 пин тенкĕ расхутланă. Ача çуратнăшăн пĕр хутчен паракан пособипе 38 хĕрарăма тивĕçтернĕ (ĕçсĕр юлнисене), вĕсене 366 пин тенкĕ тÿленĕ. 25 опекуна 796 пин тенкĕ, ачасене усрава илнĕ 7 çемьене (пурĕ 17 ача) 373 пин тенкĕ уйăрнă.

1,5 çул таранчченхи ачасем пăхакан амăшĕсем – 200ĕн. Кăçал вĕсене пурĕ 2 миллион та 415 пин тенкĕ суммăллăх ача пособийĕ панă.

Районта нумай ачаллă (3 е ытларах) 210 çемье, тулли мар 200 çемье (ачасен ашшĕ е амăшĕ çук), инвалид ачаллă 87 çемье шутланса тăрать. Пĕччен ача ÿстерекен амăшĕсем (мать-одиночка) -120-ĕн.

Шăмăршăри социаллă тивĕçтерÿ центрĕн структуринче ватăсем вăхăтлăх пурăнакан 3 уйрăм ĕçлет: Шăмăршăра, Пăчăрлă Пашьелĕнче тата Палтиелĕнче. Вĕсенче пурĕ 38 ватă çын пурăнать. Çак уйрăмсен работникĕсем чун ăшшине шеллемесĕр ĕçлеççĕ, ватăсем валли килти евĕр условисем туса пама тăрăшаççĕ. Кунсăр пуçне центр çумĕнче ватăсене килĕсенчех социаллă пулăшупа тивĕçтерекен тата васкавлă социаллă пулăшу паракан уйрăмсем те пур. Çак уйрăмсенче те ырă кăмăллă работниксем вăй хураççĕ.

Сăмахăма вĕçленĕ май, районти социаллă хÿтлĕхпе пулăшу паракан сферăра тăрăшакан мĕн пур ĕçченсене професси уявĕ – Социаллă работник кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, йывăр та пархатарлă ĕçре тÿсĕмлĕх сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика