Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пуласлăхĕ – çамрăксенче

10 июня 2009 г.

Çĕр çинчи пурнăç вăл хăех пысăк тĕлĕнтермĕш. Тарăн шухăша яраканни, çĕкленÿллĕ туйăмсем çуратаканни кунта чăнахах та нумай. Пирĕнпе паян мĕн пулса иртессе, ыранхи кун пире мĕн кĕтессе эпир никам та пĕлместпĕр. Çавăнпа пирĕн пурин те яланах ыррине шанса, хамăра хамăр ĕненсе, малашлăха пăхса утмалла. Мĕн кĕтет-ха пире ыран;.. Мĕнле пурнăç пулĕ тепĕр 10 е 20 çултан; Лайăххи çеç, тусăмсем, пурте аван пулĕ. Ку вара йăлтах хамăртанах килмест-и-ха; Шухăшласа пăхăр-ха...

Шухăшсен авăрне путрăр-им; Çапла, пурнăç вăл курнăç мар, шутлаттарать тепĕр чух тем те...

Район пуласлăхне, унăн малашлăхри кун-çулне мĕнле курать-ха паянхи çамрăк ăру;

Вероника СИНЕЛЕВА, Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 9-мĕш класра вĕренекен:

- Пирĕн юратнă районăмăр малаллах ÿссе аталанса пырать. Унăн ячĕ пĕтĕм республикипе янăрать, ытти регионсенче те пĕлеççĕ ăна. Мĕншĕн тетĕр-и; Нумай ырă ĕçсем тунишĕн, ĕçре çĕнĕ технологисемпе усă курнишĕн, район пултаруллă та ăслă çынсемпе палăрнишĕн т.ыт.те.

Акă, калăпăр, пур çĕрте те пирĕн шкул пек пысăк та илемлĕ шкулсем пулсан çав тери аван пулмалла. Яланах хавас кăмăлпа çÿретĕп çак вĕренÿ çăлкуçне. Районта пулса иртекен тĕрлĕрен вĕренÿ, культура, спорт мероприятийĕсене хутшăнма тăрăшатăп. Шкулта эпир тĕрлĕ енлĕ аталанса хамăра кирлĕ пĕлÿ пухатпăр. Акă, тĕслĕхрен, компьютер класĕнче компьютерпа ĕçлеме хăнăхса пыратпăр, хамăра валли вĕренÿре кирлĕ нумай информаци пухатпăр. Интернета тухса ытти çĕршывсенче мĕнле пурăннине куратпăр, унти ырă енĕсене хамăр патра сарма тăрăшатпăр.

Чăнах та, нумай ырă улшăнусем пулса пыраççĕ республикăра та, районта та. Кашни ялта асфальтлă çул, газ, таса шыв пултăр тесе тăрăшаççĕ ертÿçĕсем. Ялсенче пурăнакан кашни çыннăн пурнăçĕ çăмăллантăр теççĕ.

Эпĕ те ыррине çеç шанса пурăнатăп. Пурнăçра ыррине шанма вĕренеймесен, тăван халăхшăн ырă ĕçсем тума пултараймасан, мĕншĕн çуралнă-ха эпĕ çак çутă тĕнчене; Хуравĕ манăн паллă: чи малтанах, паллах, эпĕ çуралнă аттепеле аннешĕн, унтан – тăван халăхшăн, юратнă районшăн! Эпĕ пуррине çынсем курĕç тăван ялшăн, халăхшăн тунă ырă ĕçсенче. Çакă пулĕ те вара эпĕ Тăван çĕршывшăн çуралнине пĕлтерни.

Татьяна ТИХОНОВА, Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти вĕрентекен:

- Çыншăн чи хакли – пурнăç. Вăл пĕрре кăна килет, çавăнпа та ăна тĕлли-паллисĕр ирттернĕ çулсемпе, ирсĕр те юрăхсăр хăтланусемпе ĕçсемшĕн ÿкĕнмелле тата намăсланмалла мар пурăнса ирттермелле.

Вăхăт çăмăл ураллă пăлан евĕрех малалла вĕçтерет те вĕçтерет. Эпир Пурнăç ятлă пулăмра ирттернĕ кунсене çаврăнса пăхас тесе сайра-хутра кăна унăн юхăмне чарма хăтланатпăр. Анчах çакна час-часах тумалла пирĕн: пурнăçăн лайăх саманчĕсем асра тарăнрах юлччăр, иртнĕ кунсенче тунă йăнăшсем тек ан пулччăр тесе. Пурнăçа пире иртнине хаклама, малашлăх пирки шутлама, лайăххине вĕренме панă.

Хам шкулта ĕçленĕ май мана ытларах вĕрентÿ, культура ĕçĕсем канăç памаççĕ. Пирĕн пуласлăх çамрăксенче, ачасенче тетпĕр. Апла пулсан малашлăх япăхах пулас пек туйăнмасть, мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра ачасен тавракурăмне ÿстерес, пĕчĕкренех кашни ача хăйĕн пуласлăхне курма вĕрентĕр тесе, халĕ хамăрах куратпăр ĕнтĕ, районсенче тĕслĕхлĕ библиотекăсем уçăлчĕç, халĕ тĕслĕхлĕ культура çурчĕсем уçăлаççĕ, кашни шкулах компьютерсемпе тивĕçтереççĕ, тĕрлĕрен конкурссем, олимпиадăсем, викторинăсем, КВН вăййисем район тата республика шайĕнче сахал мар ирттереççĕ. Малашне те çак йăла районта çирĕпленсех пытăрччĕ, унăн усси питĕ пысăк.

Шкул çулĕсенчех умна тĕллев лартмалла та ăна пурнăçа кĕртме пĕтĕм вăйран талпăнмалла. Пуласлăхунта мĕнле предмет саншăн чи пысăк вырăн йышăнасса пĕлетĕн пулсан – сан ăна тарăнрах та тĕплĕнрех вĕренмелле. Малашлăхри шăпа мĕнле пуласси пирки яланах шухăшлатăп. Çавăнпа та, ман шутпа, малашлăха пăхса шкул çулĕсенчех хăйĕн мĕн тумаллине палăртма пултаракан кăна чăн-чăн çынна тухма пултарать. Ĕç - акă мĕн чи хăватлă та илемлĕ, ăслă никĕс çĕр çинче. Пирĕн ĕç вара вăл – вĕренÿ тата вĕрентÿ.

Наталия ИЛЬИНА, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика парти членĕ, пĕр ача амăшĕ:

- Юлашки çулсенче пирĕн Шăмăршă районĕ ÿссе, тĕрекленсе, мăнаçлансах пырать. Ку ĕнтĕ пултаруллă, çĕнĕ меслетсемпе ĕçлеме пĕлекен çынсем районта сахал мар пулнине пĕлтерет. Малашне та çавăн пек тăрăшуллă специалистсем пирĕн районта нумайланса пырасса шанас килет.

Хам çемьеллĕ çын пулнă май, районта çирĕп, пултаруллă, хастар çĕнĕ çемьесем çавăрасса шанатăп. Хальхи вăхăтра пурнăç шайĕ малтанхинчен самаях улшăнчĕ. Малтанах, хальхи пек пурнăçа хăнăхиччен, пурне те йывăрччĕ те, малашлăх пирки пăлхануллă шухăшлаттăмăр. Халĕ вара çĕнĕ пурнăç ыйтнипе çĕнĕлле ĕçлеме, пурăнма хăнăхсах пыратпăр, малашлăха татах та çирĕпрех те ÿсĕмлĕрех утăмсемпе утса кĕрессе шанатпăр. Малашлăх пирки шухăшласа иртнипе хальхине танлаштаратпăр. Мĕншĕн пурăнатпăр; Мĕнле пурăнмалла; Хуравĕ паллă: усăллă пурăнмалла, ăна валли вара тĕллев кирлĕ. Вăл пурнăçлантăр тесен нумай вăй хумалла. Май килмесен те алă усма юрамасть. Чăтăмлăхпа вăхăтран вăйли нимĕн те çук. Çак кĕрешÿре çĕнтерни вăл – сан ĕмĕтÿсем пурнăçланни.

(Авт.) Пирĕн, çамрăксен, нумай пĕлмелле, нумай курмалла, пурнăçри хирĕçÿсене тарăнрах туйса илмелле. Мĕн пуррипе çырлахмалла мар, вăя хурса, кĕрешсе, пурнăçри йăла-йĕркене çĕнетме тăрăшмалла. Пĕрре суйланă çулран пăрăнмалла мар, чăнлăх тÿрре тухасса шанса çирĕппĕн малалла утмалла. Мĕншĕн тесен пире ырă туйăм, тарăн ăс, умри çутă пуласлăх ялан вăй-хал парса тăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика