11 июня 2009 г.
АНАТ ЧАТКАС ял поселенийĕнче 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ. Çыравпа çыхăннă мероприятисен планне депутатсен ларăвĕнче çирĕплетнĕ. Халăх çыравне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе тĕрлĕ информаци стенчĕсем туса хатĕрлесе вырнаçтараççĕ, ял çыннисем хушшинче ăнлантару ĕçĕсене туса ирттереççĕ.
Ял поселенийĕн администрацийĕнче ĕçлекен специалистсем хуçалăх кĕнекине тĕплĕн тишкерсе тухса ялсенче пропискăра тăракан, хăйсем хулара пурăнакан граждансене шута илнĕ. Хуçалăх кĕнекинче вĕсем çинчен тĕплĕн çырса пыраççĕ.
Урам ячĕсемпе çурт номерĕсене те çĕнетсе тухнă. Илемлĕ шрифтпа çĕнĕрен çыртарнă урам ячĕсем аякранах куçа курăнаççĕ.