Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсем ун ĕçĕпе кăмăллă

11 июня 2009 г.

ЧУКАЛТИ çыхăну уйрăмĕ ĕлĕк ял Совечĕ пулнă çуртра вырнаçнă. Пÿлĕмĕ пысăках мар пулин те, питĕ хăтлă вăл. Кунта тирпейлĕхе, тасалăхпа илеме чун-чĕререн юратакан çын ĕçлени тÿрех куçа курăнать: тĕрлĕрен чечексем, стенасем çинче – хитре ÿкерчĕксем. Компьютер та пур, ун умĕнче ачасем уйрăмах йышлă. Çыхăну уйрăмĕ икĕ ял çыннисене – Çĕнĕ тата Вырăс Чукалĕсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерет. Кунта вăй хуракансен ĕçĕпе пурте кăмăллă.

Çыхăну уйрăмĕн ĕçне М.Молостова йĕркелесе пырать. Нихăçан та ахаль ларнине кураймăн ăна. Эпĕ пынă чухне те вăл пушă марччĕ, сĕтел туллиех тĕрлĕрен хутчĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ – кулленхи хăнăхнă ĕç вĕт: çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтернипе пĕрлех, темĕн тĕрлĕ отчет-документсене те вăхăтра хатĕрлемелле-çке-ха.

М.Молостова (хĕр чухнехи хушамачĕ – Инголова) Асанкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан çамрăк хĕр Ульяновска çул тытнă, унти çыхăну училищине вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ хыçăн Маша тăван тăрăха таврăннă. Ăна 1983 çулта Чукалти çыхăну уйрăмĕн ертÿçи пулма çирĕплетнĕ. Паянхи кунчченех çак ĕçре тăрăшать вăл. Çак хушăра çыхăну работникĕ çемье çавăрса пĕр хĕрпе икĕ ывăл çуратса ÿстерме те ĕлкĕрнĕ.

Çыхăну уйрăмĕнче çынсем ытларах уйăх вĕçĕнче йышлă: çут çанталăк газĕшĕн, электроэнергишĕн тÿлеççĕ, телефон парăмне те вăхăтра татма тăрăшаççĕ. Пенси ыйтăвĕсемпе пыракансем те сахал мар. Пурин кăмăлне те тупма, кашнийĕнпех пĕр чĕлхе килтерме пĕлмелле. Хаçат-журнал çырăнас текенсем те çук мар. Чăнах та, хаксем ÿссе кайнине кура, пичет кăларăмĕсене илсе тăракансен шучĕ, иртнĕ çулсемпе танлаштарсан, сахалрах ĕнтĕ. Çавах та М.Молостова районта тухса тăракан «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата çырăнакансен йышĕ пĕлтĕрхи шайран ан чактăр тесе тăрăшать.

– «Шăмăршă хыпарĕ» – чи интереслĕ хаçат, - тет М.Молостова. – Унти кашни статьянах юратса вулатăп, çынсене те район хаçачĕпе туслă пулма канаш паратăп. Район хаçачĕ – кашни килшĕн çывăх хаçат.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика