11 июня 2009 г.
ШĂМĂРШĂРИ тĕп больницăн хирурги уйрăмне реконструкцилес ĕç малалла пырать. Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта 43633,68 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Поликлиникăпа терапи уйрăмĕсен тул енне металлосайдинг çапнă, çурта шыв кĕртнĕ, канализаципе çыхăнтарнă. Штукатурка ĕçĕсем те вĕçленсе пыраççĕ.
Район больници, «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, тĕрлĕ оборудованипе те пуянлансах пырать. Сипленекенсем медработниксен ĕçĕпе те кăмăллă. Кунта чăннипех те ылтăн алăллă çынсем вăй хураççĕ.