17 июня 2009 г.
ИЮНĔН 10-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи МЧС служби, медицина служби, ОГИБДД çул çинче инкек пуласран асăрханас тĕллевпе ятарлă вĕренÿ ирттернĕ.
Сценари тăрăх, «Çĕрпÿ – Ульяновск» автоçулăн 116-мĕш километрĕнче çул-йĕр аварийĕ пулнă, пĕр машинăна вут-çулăм хыпса илнĕ. Пушара хирĕç кĕрешекен службăпа (МЧС) васкавлă медицина пулăшăвĕ инкек пулнă вырăна çийĕнчех çитнĕ, авари тÿснĕ автомашинăри çынсене çăлас тата вут-çулăма сÿнтерес тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Çак вĕренÿре ятарлă пур служба та хăйсем умне лартнă задачăсене пурнăçланине кăтартса панă.