17 июня 2009 г.
ХАÇАТ ĕçченĕсем Шăмăршă вăрманĕнчи Акатуй уçланкине уяв пуçланиччен чылай маларах çитрĕç. Куккук сассипе, шăпчăк юррипе кĕтсе илчĕ пире ытарма çук илемлĕ вăрманăмăр. Пиртен те иртерех сутуçăсем çеç килсе вырнаçнă: тĕрлĕ тĕслĕ палаткăсенчи чипер хĕрсемпе маттур хĕрарăмсем мĕнле кăна тавар сĕнмеççĕ-ши; Ĕçмелли-çимелли те, атă-пушмакпа кĕпе-тумтир те, килте кирлĕ пулакан ăпăр-тапăр та, ача-пăча теттисем те...
Капăр тумланнă çынсем пĕччен-иккĕн те, ушкăншарăн та вăрманалла туртăнаççĕ. Ялсенчен автобуссемпе çăмăл автомашинăсем килсех тăраççĕ. Кунĕ те çырла пиçмелли: тÿпе – янкăр таса, пĕр пĕлĕт татки те çук. Ирпе тăхăр сехетрех хĕвел хĕрÿллĕхĕ аванах сисĕнет.
Акатуй сцени енчен чăваш кĕвви-юрри илтĕнме пуçларĕ. Культура ĕçченĕсем чупкалаççĕ кăна: хăнасем умĕнче намăса юлма юрамасть, шăмăршăсен ятне-сумне Акатуй программи пуян та интереслĕ пулни те çĕклет-çке.
Вăрман уçланки юрă-кĕвĕпе, туслă халăх çыннисен кăмăллă калаçăвĕпе тулнă. Чăваш, тутар, вырăс, ирçе туссене алă тытса саламлатпăр, тахçантанпах курман пĕлĕшсене тĕл пулни кăмăла çĕклет. Уй-хирте, фермăра вăй хуракан маттур çынсем, уяв тумĕ тăхăннипе, палламалла мар улшăннă, илемленнĕ. Ваттисем каланă пек: «Ĕçре – авăн, Акатуйра – савăн!» Çапла мар-и, тăванăмăрсем!
Акă, вăрман хĕрринчен районти илемлĕ пултарулăх коллективĕсем – Çĕр ĕçченĕпе Çамрăксен çулĕсене тата Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалланă фестиваль лауреачĕсем юрласа-ташласа, такмак каласа килни курăнчĕ. Акатуй халăхĕ ялти артистсене алă çупса кĕтсе илчĕ. Куç умĕнчех ултă-çичĕ тĕлте вăйă карти йĕркеленчĕ, манăçми Илпекĕмĕр çырса хăварнă ÿкерчĕк çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă пек туйăнчĕ.
Уява официаллă майпа пуçлама та вăхăт çитрĕ. Акатуй сцени çине район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, Шупашкартан килнĕ хаклă хăнасем – Чăваш Республикин Президенчĕн канашçи, «Чăваш Республикинчи капиталлă строительство управленийĕ» ГУП директорĕ Э.А.Аблякимов, Чăваш Республикинчи çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ С.Э.Дринев тата ыттисем хăпараççĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Гимнĕ мăнаçлăн янăрарĕ.
Кăçалхи Акатуй ялавне çĕклеме çур аки паттăрĕ, «Мир» ЗАО тракторисчĕ М.М.Фахрутдинов, кире пуканĕ йăтассипе тĕнче тата çĕршыв ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçи В.П.Шуряков, Пуянкассинчи Культура çурчĕн директорĕ Л.М.Михайлова тивĕç пулчĕç.
«Тăван çĕршыв,
Тăван çĕршыв,
Асран кайми
Юратнă çĕршыв», – Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕнчи çак сăмахсем чун-чĕрене хумхантараççĕ.
Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев Акатуя килнисене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре тата пурнăçра çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕ.
Район çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра та пысăк пахалăхпа ирттернĕ, уй-хирте чуна савăнтарса хÿхĕм калча ешерет. Ферма ĕçченĕсен те, ытти çĕрте тăрăшакансен те ÿсĕмсем çук мар. Республика шайĕпе илсен, Шăмăршă районĕ – малтисен ретĕнче. Района аталантарма патшалăх пысăк пулăшу пани çине пирĕн хастар ĕçпе ответлемелле.
Шăмăршăсен тахçанхи тусĕ – С.Э. Дринев – Акатуя килнисене Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн саламĕпе паллаштарчĕ. Николай Васильевич Шăмăршă районĕн çыннисем малашне те ĕçре малта пуласса çирĕп шанса тăнине палăртать, уявра чунтан савăнса çĕнĕ хавхалану илме ырă сунать.
Ĕçре малта пыракансене республикăпа хамăр район Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе, хаклă парнесемпе чыслани те – ĕçлекен çыншăн тăрăшни. Чи маттуррисен тулли списокне хаçатăн иртнĕ номерĕнче пичетленĕ май, тепĕр хут çырса кăтартмăпăр. Çакна çеç калар: чыс та хисеп сире, Шăмăршă районне чапа кăларакан хастар çынсем!
Сцена çинче йĕркеленсе тăнă нумай йышлă хор чăваш тата вырăс юррисене мăнаçлăн шăрантарнă хыççăн уяв «тилхепине» ялсенчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсем «тытрĕç». Хулари артистсем аяккинче тăччăр – пирĕн юрăçсемпе ташă ăстисем вĕсенчен пĕр енĕпе те кайра мар!
Фестиваль лауреачĕсене çĕнтерÿçĕ Кубокĕпе чыслани те Акатуя илем кÿчĕ. Уйрăм юрăçсем те, çемье ансамблĕсем те уяв концертне пуянлатрĕç. Пĕрне мухтаса теприне ÿпкелес килмест: пурте – маттур, пурте – пултаруллă! Çапах та концерт чаплă ирттĕр тесе уйрăмах тăрăшнă çынсене – В.Павлова, Е.Еремеевана, Т. Яковлевана, В.Львована, В.Харитонова, А.Андронова, С.Никишинана, Ю.Бакина, Н.Медведевана – палăртса хăвармаллах. Тавтапуç сире, культура аталанăвĕшĕн чунтан хыпса çунакан хастар çынсем!
УЯВА килнĕ çынсем тĕрлĕ стенд-куравсемпе тата алăсталăх япалисен выставкисемпе кăсăкланса паллашрĕç. Районăн экономика аталанăвне, социаллă пурнăçне çутатакан, Шăмăршă тăрăхĕнче «Вĕрентÿ», «Сывлăх», «АПК аталанăвĕ», «Пурăнмалли çурт-йĕр» наци проекчĕсем мĕнлерех пурнăçа кĕрсе пынине кăтартакан стенд-куравсене район çыннисем васкамасăр пăхса çаврăнчĕç. Шăмăршăри Мария Краснован çуллă сăрăсемпе ÿкернĕ илемлĕ пейзажĕсем те таçтанах илĕртрĕç. Çамрăк художницăн ÿкерчĕкĕсем чун-чĕрере ачаш та çепĕç туйăмсем хăварчĕç. Чăваш патшалăх педагогика университечĕн художествăпа графика факультечĕн пултаруллă выпускници Раççей Перекет банкĕ Реклама эскизне хатĕрлес енĕпе йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри конкурса та хутшăннă, унта пĕрремĕш вырăн çĕнсе илсе хаклă приза тивĕçнĕ.
Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулпа çак ялти «Чебурашка» ача сачĕ вара пĕрлехи вăйпа чăвашсен ĕлĕкхи пурнăçне сăнлакан «музей кĕтесне» йĕркеленĕ. Лаша урапи çинче (макет) кил хуçи çăпата туса ларнине, унăн мăшăрĕ хăй çутинче кĕнчеле арланине кăтартакан ÿкерчĕк пире мăн асаттесемпе асаннесен асаплă пурнăçне сăнласа куç умне кăларчĕ. Ĕлĕкхи чăваш тумĕллĕ арçынпа хĕрарăм кÿлеписемпе юнашар тăрса, уява килнисенчен чылайăшĕ сăн ÿкерттерчĕ. Хамăрăн авалхи несĕлсене яланах асра тытма, вĕсен ырă йăлисене малалла тăсма тăрăшатпăр эпир.
Карапай Шăмăршăри тата Палтиелĕнчи вăтам шкулсенчи ачасен çар хатĕрĕсен макечĕсем, йывăçран ăсталанă япаласем, Чукалти тĕп шкулти хĕрачасен хитре çипсенчен çыхнă тутăрсем, шарфсем, кофтăсем, Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсен шăрçасемпе илемлетнĕ тĕрлĕ хатĕрсем, Шăмăршăри искусство шкулĕнче вĕренекенсен сувенир-пуканесем, тăм кĕлеткесем, мозаика-коллажсем кашнинех илĕртрĕç. В.Пименов (Анат Чаткас) выставкăна пукане-сувенирсем, А. Краснова (Шăмăршă) пĕчĕк скульптура япалисем (керамика), З.Морозова (Шăмăршă) кĕленчерен ăсталанă тата çиппе тĕрленĕ сюжетлă ÿкерчĕксем, Н.Батанов (Палтиел) ÿсен-тăранран касса тунă хатĕрсем, Р.Калаков тимĕр листинчен хитрелетсе ăсталанă (чеканка) япаласем, Искусство шкулĕнче вĕренекен К.Матросова тĕрлĕ аппликацисем, Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен И.Драгунова шăрçа сулăсем, ытти япаласем тăратнă. Шăмăршăри З.Латыповапа О.Полковникован, Анат Чаткасри Т.Зыкован тĕрĕсемпе илемлетнĕ картинисем те чунра ăшă туйăмсем хăварчĕç.
АКАТУЯ килнĕ çынсем вăрман уçланкине çитсенех хăйсем килĕштерекен спорт вăййисене курма е вĕсене хутшăнма васкарĕç. Кăмăл тăвакансем дартс вăййинче ăмăртрĕç. Пĕчĕк çĕмрене мишене тĕл лектерсе В.Антонов (Шăмăршă), В.Гордеев (Васан) тата В. Димитриев (Шăмăршă) пуринчен те ытларах очко пухрĕç. Юнашарах вăрăм шалçа çине хăпаракансем вăй виçрĕç. Кунта А.Волков (Пуянкасси), А.Гаврилов (Шăмăршă), И.Тухветуллов (Палтиел) пуринчен те вăйлăрах пулчĕç.
Спорт ветеранĕ, тĕнче чемпионачĕн иккĕмĕш призерĕ, Раççей спорт мастерĕ В.Шуряков кире пуканне çĕклекенсен ăмăртăвне йĕркелесе тăчĕ. Вăл е ку упражненисене мĕнлерех пурнăçламаллине те кăтартса пачĕ Владимир Петрович. 32 килограмлă кире пуканне çĕклессипе А. Ильмухин (Пăчăрлă Пашьел) – пĕрремĕш,А. Еремеев (Шăмăршă) – иккĕмĕш, В.Мулендеев (Шăмăршă) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. 24 килограмлă кире пуканне йăтассипе вара призлă вырăнсене Д. Насибуллин (Палтиел), А. Канашский (Карапай Шăмăршă),М.Фаизов (Тури Чаткас) йышăнчĕç. Алă вăйне виçессипе тупăшакансем йышлăн пулчĕç. Арçынсем хушшинче П.Храмов (Чукал),Р.Шараповпа (Тутарстанри Мишер Тĕкки) Н. Ефрейторов (Матак), яшсем хушшинче Н.Ефрейторов, С.Шумиловпа С.Кудрявцев (пурте Матакран) призлă вырăнсене тухрĕç.
Çăмăл атлетикăна юратакансем чупу площадкине васкарĕç. Кунта арçынсемпе яшсем 1000 метрлă, хĕрарăмсемпе хĕрсем 200 метрлă дистанцисенче ăмăртрĕç. Арçынсемпе çамрăксем хушшинче В.Смаев (Васан), Д.Петровпа (Карапай Шăмăршă) А.Чумуркин (Анат Чаткас), хĕрарăмсемпе хĕрсем хушшинче А.Смаевапа (Васан) А.Харитонова (Шăмăршă), И.Гордеевапа М.Краснова (Васан) призлă вырăнсене пайларĕç.
Волейбол площадкинчи вăйăсем хĕрÿ пычĕç. Васан ял поселенийĕн команди (капитанĕ Ю.Гордеев) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Карапай Шăмăршăпа (И.Сабаев) Шăмăршă (С.Хафизов) ял поселенийĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулчĕç.
Мини-футбол вăййине курма халăх йышлă пухăнчĕ. Ялсенчи футболистсем ăмăртура пысăк ăсталăх кăтартрĕç. Шăмăршăри «Тайфун» команда (капитанĕ М.Яковлев) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. «Колосок» команда (С.Хафизов) – иккĕмĕш, Анат Чаткас ял поселенийĕн команди виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Акатуй илемĕ – кĕрешÿ. Арена йĕри-таврашĕнче, яланхи пекех, кĕрешÿ спортне юратакансем чылайăн пуçтарăнчĕç. Хăйсен виçисен категорийĕсенче П.Ермолаев (Тутарстанри Матак), Д.Микушин (Чукал), В.Обожгеев (Шăмăршă), А.Ильин (Кивĕ Чукал),В. Иванов (Кивĕ Чукал) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç.
Уявăн тĕп призĕшĕн – такашăн пыракан кĕрешĕве абсолютлă виçери спортсменсем тухрĕç. Виççĕмĕш вырăншăн П.Карзановпа (Кивĕ Чукал) А.Воробьев (Шăмăршă) вăй виçрĕç. Кĕрешÿре пысăкрах ăсталăх кăтартса Александр Воробьев призер пулса тăчĕ. Чи яваплă кĕрешĕве Евгений Укинпа (Кивĕ Чукал) Павел Обожгеев (Шăмăршă) хутшăнчĕç. 75 килограмм таранччехи виçеллĕ çак спортсменсем иккĕшĕ те пĕрешкел пултаруллă пулни палăрчĕ. Пĕрремĕш тайма 1:0 шутпа, иккĕмĕш тайма 2:1 шутпа вĕçлесе Павел Обожгеев Акатуй чемпионĕ пулса тăчĕ. Чаплă çĕнтерÿ тунă ятпа чемпиона юлташĕсем, судьясем ăшшăн саламларĕç, малашнехи ăмăртусенче те ăнăçу сунчĕç.
ВĂРМАН уçланкинче культура программи тата спорт ăмăртăвĕсем хĕрсе пынă чух ипподромра урхамахсем хăйсене старт парасса кĕтсе тăпăртатса тăчĕç. Тÿрех каламалла: кÿршĕллĕ районсенче те Акатуйсем пулнăран, кăçал ăмăртăва хутшăнакан янаварсен йышĕ ытла пысăках пулмарĕ темелле. Анчах та çакă тупăшусен хĕрÿлĕхĕ пĕчĕк пуласса пачах та пĕлтермерĕ.
Йăлана кĕнĕ май, кăçал та ăмăртусене ĕç лашисем пуçларĕç. Пилĕк çемье команди (виçшер çын) тĕп парнешĕн кĕрешме кăмăл тунă кăçал. Лаша тăварса кÿлмелле вĕсен, вара лавăн ятарлă дистанци витĕр тухмалла. Жюри кунта лашасен тасалăхне, урапа, кÿлмелли хатĕрсен пахалăхĕпе шанчăклăхне те шута илчĕ. Старта чи малтанах Хайпăларан килнĕ Карсаковсем тăчĕç. Шăпах вĕсем çĕнтерÿ хĕлхемне чĕртекенсем пулчĕç – ăмăрту чăннипех интереслĕ иртрĕ. Ĕç лаши, паллах, çивĕч урхамах мар. Апла пулин те чĕлхесĕр янаварсем, хăйсене пăхакан хуçисене тав тунăн, вĕсене балл хыççăн балл хушма ăнтăлчĕç.
Акă, кăтартусене пĕтĕмлетме вăхăт çитрĕ. Кунта жюрин нумай тавлашма тивмерĕ: пĕрремĕш вырăнта – Энтĕрьелĕнчи Шигаревсен çемйи. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш – кÿршĕллĕ Çĕпрел районĕнчи Куршанкă Шăхалĕнчи Харитоновсен тата Афанасьевсен туслă командисем.
Кÿме кÿлнĕ урхамахсен ăмăртăвĕ пилĕк тапхăрпа иртрĕ, старта кашнинчех икшер çÿрен ут тухрĕ (юлашки тапхăрта – виççĕ). Кунта жюри хăйсен тапхăрĕнче дистанцире чи лайăх вăхăт кăтартнă пилĕк урхамаха финалта тупăшма суйласа илчĕ. Сăмах май çакна палăртса хăварни кирлех пулĕ: кăçал темиçе урхамах Шăмăршă ипподромĕн рекорчĕсене çĕнетрĕç. Çанталăк шăрăх пулин те, урхамахсем дистанцире çĕмрен пек вĕçрĕç – çилхисем витĕр çил вĕрсе пычĕ. Куракансем хавхалантарса тăни, уншăн е куншăн «чирлени» те самаях пулăшрĕ пулас.
Пурте кĕтнĕ хумхануллă самант: кам-ха кăçалхи Акатуй чемпионĕ; Кунта иккĕленÿ юлмарĕ: чи вăйли – Ласковый май урхамах (лавçи – Н.Пыркин, Патăрьел). Тĕп парнене шăпах вăл тивĕçрĕ. Чемпион ятне халиччен темиçе хутчен те тивĕçнĕ И.Матвеевăн (Шăмăршă) хальхинче иккĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Унăн Лади чемпиона шутлă çеккунтсем çеç выляса ячĕ. Виççĕмĕш вырăнта – Л.Кошкин (Шăмăршă) тытса пынă Артур урхамах.
Тĕп финала лекейменнисем валли йăпату финалĕ йĕркелерĕç. Вăл та питĕ çивĕч, хĕрÿ кĕрешÿре иртрĕ, никам та парнесĕр юлмарĕ.
Юлан утçăсен ăмăртăвне илес пулсан, унта хутшăнакансем кăçал нумаях пулмарĕç – унта та пулин старта тухнă пилĕк лашаран виççĕшĕ çеç финиша çитме пултарчĕç.
Ăмăртусене хамăр ентеш, республикăри лаша спорчĕн федерацийĕн председателĕ В.Максимов питĕ ăста ертсе пычĕ, тĕплĕ комментари парса тăчĕ.