Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн çитмен-ши апăршасене;

20 июня 2009 г.

ИЮНĔН 6-мĕшĕнче, каçхине, Пăчăрлă Пашьелĕнчи кафере çак ял тата Кивĕ Чукал каччисем ларнă. Çурçĕр иртсен тем сăлтава пула икĕ ял çамрăкĕсем хушшинче хирĕçÿ-харкашу çĕкленнĕ, часах аллисене те ирĕке янă. Кун хыççăн вара пĕр-пĕринчен уйрăлса тепĕр урамалла утнă. Унта тытăçу çĕнĕрен пуçланса кайнă, çапăçакансен йышне Пăчăрлă Пашьелĕнчен те, Кивĕ Чукалтан та ытти йĕкĕтсем хутшăннă.

Чышкă-маклашкă лекнĕ хыççăн Кивĕ Чукалтан 2 çамрăка, Пăчăрлă Пашьелĕнчен 3 йĕкĕте районти тĕп больницăна илсе килнĕ. Çапăçу вăхăтĕнчех Кивĕ Чукал çамрăкĕ çăмăл автомашинăпа Пăчăрлă Пашьел хĕрарăмне çапса хăварнă. Хĕрарăм йывăр аманнă, халĕ Шупашкартах сипленет.

Çак фактсем тăрăх, РФ УКĕн 213 статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн, уголовнăй ĕç пуçарнă. Халĕ следстви тĕпчевĕ пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика