Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунупа ялан пул çамрăк, Геннадий

20 июня 2009 г.

ÇУЛСЕМ, çулсем, ăçта васкатăр, сисмесĕрех шуралчĕ çÿç... Сăвăласарах каларăм пулин те, çулсем иртсе пыни, ватлăх çывхарнине туйни тепĕр чух хаш! сывлаттарать çав.

Васан чăвашĕ, çур ĕмĕрне районти радиора ĕçлесе ирттернĕ Геннадий Смаев çеç кулянма пĕлмест пулмалла. Вахтанг Кигабидзе пек: «Манăн çулсем – манăн пуянлăх», - тет çеç. Паян Геннадий Семенович шăп та лăп утмăл çул тултарать.

«Асанне çулне çитме инçе-ха», - лăх-лăх кулать Геннадий, утмăла утăмлани пирки аса илтерсен. Ас тăватăп-ха, Геннадийĕн асламăшĕ – Матĕрне аппа – 106 çула çитичченех пурăнчĕ. Мăнукĕ ăна хуса çитессе пĕрре те иккĕленместĕп. Сывлăхĕ – юман пек, пуршăн-çукшăн хыпса çунмасть, хуйхă-суйха часах манса хăварать.

Район çыннисем манман пулĕ-ха: кашни ирех радиопа Геннадий Смаев уçă сасăпа «Шăмăршă калаçать!» тесе ыйхăран вăрататчĕ. Район хыпарĕсене шĕкĕлчесе тухнă хыççăн юрăпа саламлама та манмастчĕ. Çур акинче, вырма вăхăтĕнче хатĕрленĕ репортажсем вăрçă вăхăтĕнчи репортажсем майлахчĕ: трактор е комбайн кĕрлени танк кĕрленĕ пек, çынсем кăшкăрашни салтаксем атакăна ыткăннă майлах...

Пурнăçра тĕрлĕ пулнă пуль, Геннадий Смаев пурне те юраса пĕтереймен те пуль. Вăхăтĕнче ăна тивĕçлипе ятлани те пулман мар. Анчах çакна йышăнмаллах: радиопа Геннадий Смаев калаçма чарăннă хыççăн район пурнăçĕнче тем çитмен пек туйăнать. Шупашкарсем те Шăмăршă тăрăхне килсе çÿремеççĕ. Унччен вара эрнере виçĕ-тăватă хутчен Шупашкарти радиопа Геннадий Смаев сассине илтеттĕмĕр, вирьял чăвашĕсем «Радиопа Шăмăршăсене кăна калаçтараççĕ», тесе парти обкомне çăхав та çырнă, тетчĕç...

Мĕнех, утмăл çул тултарнă ятпа саламлатпăр сана, Геннадий-Гендоз!Хамăрла каланă пек: вăй патăр! Пенсире тесе килтен тухмасăр ан лар, Шăмăрша пырсан кĕмесĕр ан кай. Çирĕп сывлăх, телей сунатпăр сана, юлташăмăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика