Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТИМЛĔ ПУЛНИ САВĂНТАРАТЬ

20 июня 2009 г.

НУМАЯХ пулмасть эпĕ сасартăк чирлесе ÿкрĕм. Эпир районти тĕп больницăран васкавлă пулăшу машинине чĕнтерсе илтĕмĕр. Машина пирĕн кил умне çийĕнчех çитрĕ. В.Лукьянов фельдшер манăн сывлăхăма тĕплĕн тĕрĕслерĕ, укол турĕ. Эпĕ хама лайăх туйма пуçларăм. Опытлă медработника тивĕçлĕ пулăшушăн чĕререн тав турăм.

Тепĕр кунах ман патăма участокри врач – Е.Мандрюкова килчĕ. Екатерина Николаевна манăн сывлăха тĕрĕсленĕ хыççăн сиплев курсне палăртрĕ, аптекăра мĕнлерех эмелсем туянмаллине çырчĕ. Врач сĕнĕвĕсем маншăн усăллă пулчĕç – халĕ эпĕ хама лайăх туятăп.

Ветерансемпе тимлĕ пулнăшăн эпĕ В.Лукьянов фельдшера тата Е.Мандрюкова врача чĕререн тав тăватăп, ĕçре ăнăçу сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика