24 июня 2009 г.
– Ан тĕлĕнтерĕр – пулма пултараймасть , - теме пăхĕç малтанласа хăшĕсем.
– Кун пекки хамăр тăрăхра çеç мар, кÿршĕллĕ районсенче те пулнине илтмен, - ĕненме тăхтаса тăрĕç теприсем.
Нимĕн тĕлĕнмелли те çук кунта: мĕншĕн тесен, çакнашкал ăстасенчен пĕри – хамăр хушăрах. Шăмăршăри Карл Маркс урамĕнче пурăнать вăл.
– Пушă кĕленчесем тенĕрен, мана эрех-сăрапа туслă çын тесе ан шутлăр, - терĕ чи малтанах Юрий Аркадьев. – Ĕçекен çын çакнашкал мунча туса лартнă пулĕччĕ-и вара;
Тĕрĕссипе, эпĕ ăна çакнашкал ыйтăва пама шутламанччĕ те – мана ăна çак ĕçе пуçăнма мĕн хистени кăсăклантарчĕ.
Лайăх ас тăватпăр-ха: пĕр вăхăтра магазинсенче эрех-сăра, тутлă шывсен пушă савăчĕсене йышăнма пăрахрĕç. Ăçта ан пăх – унта пушă кĕленче выртать. Шăпах çак тапхăрта Юрий Аркадьевич пĕр хаçатра интереслĕ материал вуласа тухать. Унта çырнă тăрăх, Элĕк районĕнчи пĕр арçын пушă кĕленчесенчен пĕчĕк çурт хăпартса лартнă иккен. Ÿкерчĕкĕ те пур. Шăпах çакă хавхалантарса ярать те ĕнтĕ ÿркенмен ăстаçа.
– Чăнах та, килте тутлă шывсен савăчĕсем самаях пухăннăччĕ, - аса илет халĕ вăл. – Пуçламăш материал пурри ĕçе пуçăнма хистерĕ.
Тÿрех мунча купалама тытăнман вăл. Малтанласа, хăнăхмалла тенĕ пек, теплица ăсталама шут тытнă. Чиперех пулса тухнă мĕн ĕмĕтленни. Кунта, паллах, çамрăклăхри хăнăху та питĕ вырăнлă пулнă: мĕншĕн тесен, вăл хăйĕн пурнăç çулне Мускав облаçĕнче стройкăсенчен пуçланă.
Малтанхи ăнăçу самаях хавхалантарса янă Юрий Аркадьевича. Хальхинче мунча тусан мĕнлерех-ши; Ку шухăша мăшăрĕ те ырланă.
Пуçланнă вара каллех хĕрÿ ĕç. Çук-ха, тÿрех стенасене купалама тытăнман вăл – пушă кĕленчесем самаях кирлĕ пуласса малтанах шута илме тивнĕ. Калама кăна вĕт: теплица валли çеç 1700 пушă савăт кайнă. Кашниех юрăхлă мар тата – пурте пĕр йышшисем пулмалла, унсăрăн вĕсене вырнаçтарма питĕ чăрмавлă.
Теплицăна Ю.Аркадьев виçĕ çул каяллах туса лартнă, мунча тума вара тепĕр çулхине, материал пухса çитерсен пуçăннă.
– Тăкакĕсем пулмарĕç тесен те юрать, - тет халĕ ăстаçă. – Цемент та туянман – купаламалли хутăша тăмпа хăйăртан, йывăç кĕрпинчен хатĕрлерĕм.
Чиперех, чун савăнмалăх, çынсем ăмсанмалăх вĕçленнĕ ĕç. Халĕ Ю.Аркадьев кăшкар кĕтесĕсене çыхăнтарма йывăртарах пулнине пытармарĕ. Кунта та меслетне тупнă вăл, пĕр пек виçеллĕ йывăç касăксемпе усă курнă. Кил хуçи мăшăрĕ каланă тăрăх, мунча вĕрие питĕ лайăх тытать – пĕр кĕрсен, тухас та килмест...
Çичĕ теçетке урлă каçнă ĕнтĕ халĕ Юрий Аркадьевич, вун тăватă çул тивĕçлĕ канура. Унччен малтан вăл «Шемуршинский» совхозра çирĕм çул тракторпа, икĕ çул автомашинăпа ĕçленĕ.
– Питĕ маттур механизаторччĕ, - халĕ те ырăпа çеç асăнать ăна çав çулсенче хуçалăха ертсе пынă М.Захаров. – Эпир ăна пропашной культурăсем çитĕнтерекен звенона ертсе пыма шаннăччĕ. Бригада подрячĕн меслечĕпе ĕçленĕрен, кашни çулах тухăçлă çĕр улми, кăшман, кукуруза туса илеттĕмĕр.
Пенсие тухас умĕн Ю.Аркадьев совхозра пилĕк çул арманçăра вăй хунă, кунта та хăйĕн ĕçĕпе савăнтарнă.
– Кĕленчесенчен тата мĕн те пулин хăпартса лартас кăмăл пур-и; - ыйтрăм ăстаçăран уйрăлас умĕн.
– Шухăшсем пур-ха та... Мунча тума пилĕк пин ытларах пушă савăт кайнине шута илсе, хальлĕхе тăхтаса тăратăп-ха, - хуравларĕ кăштах куларах Юрий Аркадьевич.