Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куççульпе йĕпеннĕ вăрçă çулĕсем

24 июня 2009 г.

ВИÇПŸРТ ШĂМĂРШĂ ялĕнче пурăнакан хисеплĕ ĕç ветеранĕ Юлия Николаевна Каримова çак кунсенче 90 çул тултарнине паллă турĕ. Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче вăл мĕнле кăна йывăрлăхпа хĕн-асап тÿсмен-ши; «Вăрçă çулĕсенчи кашни кун куççульпе йĕпеннĕ», - тет ассăн сывласа Юля аппа.

Тури Чаткас ялĕнче çуралнăскер, улттă тултарсан амăшĕпе пĕрле Виçпÿрт Шăмăршă ялне куçса килнĕ Юля. Шкултан вĕренсе тухсан «Правда» колхозра ĕçлеме пуçланă. 1939 çулта ялти сумлă йĕкĕтпе, сăвăçпа Михаил Каримовпа пĕрлешнĕ. Анчах çамрăк мăшăр телейлĕ пурнăçпа нумай пурăнайман – Михаила финн вăрçине илнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Михаил Каримов сержант ертсе пыракан взвод чи пирвайхи хаяр çапăçусене кĕнĕ.

Юля аппа ял-йышпа пĕрле Сăр шывĕ хĕрринче окоп чавнă çĕре хутшăннă, шартлама сивĕ хĕл кунĕсенче выçăллă-тутăллă ĕçленĕ. Яла таврăнсан, ăна уй-хир бригадирĕ пулма çирĕплетеççĕ. Çак йывăр та ответлă ĕçре Ю.Каримова вăрçă пĕтичченех тăрăшать, унăн бригади колхозра çеç мар, районта та малта пынă.

М.Каримов фронтран çĕнтерÿпе таврăнсан çемье пурнăçĕ те йĕркеленсе кайнă, вĕсем ултă ача çуратса ÿстернĕ. Юля аппа мĕн ватăличчен колхоз ĕçĕнчен уйрăлман, ачисене те ĕçе юратма вĕрентнĕ. Хастар ĕçшĕн ăна медальсемпе тата Хисеп грамотисемпе наградăланă. Çак наградăсене Юлия Николаевна пĕчĕк арчинче тирпейлĕ упрать.

Тăхăр теçеткене вакласа вуннăмĕшĕ çине ура ярса пусрĕ пулин те, Ю.Н.Каримова ăс-тăн енчен çирĕп-ха, сывлăхĕ те аптăрамасть. Эпир ăна 100 çултан та иртме ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика