Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура – хисепĕ

24 июня 2009 г.

РАЙОНТИ тĕп больницăра хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пыракан, пĕр вырăнта чĕрĕк ĕмĕр ытла вăй хуракан работниксем вуншарăн. Вĕсенчен пĕри – хирурги уйрăмĕнче сестра-хозяйка пулса ĕçлекен Т.Малова. Хăйĕн тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать вăл, нихăçан та сехет çине пăхса ĕçлемест. Ырă кăмăллă хĕрарăм кашнийĕнпех ăшшăн калаçать, пурне те пулăшма тăрăшать. Çавна пулах Тамара Николаевнăна больницăн пысăк коллективĕнче те, пациентсем те хисеплеççĕ.

Ĕçне кура – хисепĕ. Район больницин администрацийĕ Т.Малована нумай хутчен Грамотăсемпе, Тав хучĕсемпе чысланă.

Тамара Николаевна – икĕ ача амăшĕ. Ывăлĕпе хĕрне пурнăç çулĕ çине кăларнă вăл. Ытарайми мăнукĕсем сăпайлă хĕрарăма чунтанах савăнтараççĕ, пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерсе пыма, ывăнмасăр вăй хума хавхалантараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика