24 июня 2009 г.
ПРАВĂНА сыхлакан районти органсем преступленисемпе кĕрешессинче пĕрлехи вăйпа ĕçлесе пыраççĕ, профилактика ĕçне кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшаççĕ. Районти граждансене право тĕлĕшĕнчен хÿтлĕх парса тăрасси, преступленисемпе кĕрешесси, айăплисене тупса палăртса тивĕçлĕ мерăсем йышăнасси – пирĕн тĕп тĕллев.
Паллă ĕнтĕ, çав тери йывăр преступлени «ăнсăртран кĕмсĕрт» тенĕ евĕр таçтан сиксе тухмасть, вăл майĕпен-майĕпен «тулса» пырса «кĕрĕслетет». Çавна май пысăках мар преступленисене ытларах тупса палăртма, вĕсене шута илме тăрăшатпăр эпир, милици сотрудникĕсем. Пĕчĕк преступлени тунă çынна вăхăтра тупса, ăна йывăр преступлени туса хурасран асăрхаттаратпăр. Следстви ĕçĕ пынă вăхăтра чылайăшĕ питĕ ÿкĕнет. Çав вăхăтрах тата йывăртарах преступлени тăвас хăрушлăх та юнашар пулни, вăл «тарăн сухаламасăр» иртсе кайни чунтан ÿкĕнекен çынна шанăç парать, вăл кайран тÿрĕ çул çине тухма тăрăшать. Штраф тÿлени, ĕçлесе юсанмалла туни е «условниксен» йышĕнче тăни уншăн çирĕп урок вырăнне юлать. Кунашкал тĕслĕхсене эпĕ, шалти органсенче чылай çул ĕçлекенскер, çав тери нумай курнă.
2008 çулхи 5 уйăхра тепĕр çын çине алă çĕкленĕ 18 тĕслĕхе шута илнĕччĕ эпир, кăçалхи 5 уйăхра вара – 33 (!). Çак çул-йĕре малашне те çирĕп тытса пырăпăр эпир, РФ УКĕн 115 тата 116 статйисемпе никĕсленсе тăракан преступленисене ытларах тупса палăртассишĕн çине тăрса ĕçлĕпĕр. Кун пек чухне, паллах, статистика кăтартăвĕ «тĕксĕмрех» курăнать (2008 çулхи 5 уйăхра район территорийĕнче 80 преступление регистрациленĕ пулсан, кăçал çак тапхăрта – 99). Анчах та ăна «çутăрах» тăвасси пирĕн ĕç мелĕ мар. Хуть мĕнле преступленисене те – йывăр и вăл е пысăках мар – тăрă шыв çине кăларасси пирĕн ĕçре тĕп вырăн йышăнать. Сăмахран, пĕлтĕр январь-май уйăхĕсенче преступленисен 90,8 процентне уçса панă пулсан, кăçал çак кăтарту 96,9 процентпа танлашать.
Вĕлерессипе хăратнă фактсене те ытларах тупса палăртма тăрăшатпăр. Кунашкал çынсем милици тимлĕхĕнче тăраççĕ. Пĕлтĕр 5 уйăхра вĕлерессипе хăратнă 3 тĕслĕхе шута илнĕ пулсан, кăçал – 5.
Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал экономика преступленийĕсене те ытларах тупнă. Малтан судпа айăпланнисем, ĕçкĕпе иртĕхекенсем, ниçта та ĕçлеменнисем, ушкăнпа каварлашакансем преступлени тăвасси ÿсни пире питĕ пăшăрхантарать. Çакнашкал лару-тăру пире профилактика ĕçне вăйлатма хистет. Ют пурлăха вăрланă, ултавлă ĕç тунă, обществăлла вырăнсенче саккун йĕркине пăснă фактсем сахалтарах пулнă.
Ялсенче килти условисенче туса хатĕрленĕ сăмакун сутакансем те пур. Çакнашкал фактсем тăрăх кăçал 5 уголовнăй ĕç пуçарнă. Кунсăр пуçне, Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче административлă право йĕркисене пăсни çинчен» саккунĕн 16 статйипе килĕшÿллĕн, 8 çын пирки протокол çырнă. Протоколсене районти административлă комиссире пăхса тухнă, тивĕçлисене штрафланă.
Сăмакун юхтарса сутакансене тупса палăртас тĕлĕшпе малашне те пĕр тикĕс ĕçлесе пырăпăр. Вĕсем çынсем сывлăхне хавшатаççĕ, çемьесенче хирĕçÿ-харкашу çĕклеме «пулăшаççĕ».