01 июля 2009 г.
ЧАТКАС халăхне пĕрлештерсе тăракан «Восход» колхоз хăй вăхăтĕнче таврари паллă хуçалăхсен шутне кĕнĕ. Анчах самана сулăнчăкĕсем ăна та вирлĕн пыра-пыра çапмасăр иртмен. Хыт-хура витнĕ анасем çуллен аслăланса пынă, ертÿçĕсем улшăнса тăнă. 2006 çулхи кĕркунне ял хуçалăх производство кооперативĕн членĕсем тилхепене тинтерех кăна вăтăр урлă каçнă Михаил Николаевич Самсонова тыттарнă. Ĕç опычĕ пысăк маррине тата ятарлă пĕлÿ илменнине (вăл Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренсе пĕтернĕ) пăхмасăр çамрăк ĕçе хастаррăн пикеннĕ. Хуçалăх пĕлтĕр кашни гектартан çирĕм центнер ытла тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Паллах, ку кăтартăва пысăк тееймĕн. Анчах унчченхи çулсемпе танлаштарсан ÿсĕм самаях курăмлă. Унсăр пуçне 81 тонна аш-какай, 420 тонна сĕт туса илнĕ, районта пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çак продуктсене усă куракан кашни 100 гектар çине пайласан цифрăсем ÿснине асăрхатăн.
– Унчченхи хуçасенчен мана йывăр еткер юлчĕ, - аса илет Михаил Николаевич. – «Восходăн» парăмĕсем виçĕ миллион тенкĕ ытлаччĕ. Çакă йышлах мар эртелшĕн самай йывăр пуслăх. Пур çĕрте те юхăнчăк, кадрсем çук, çынсем ĕçе тухасшăн мар...
Пытармасть председатель: паянхи лару-тăрăва та çăмăл тееймĕн. Хуçалăхра зоотехникпа ветврач, инженерпа механик çук. Юрать-ха, пĕртен-пĕр специалист – агроном – пур. Вăл сылтăм тата сулахай алă вырăнĕнчех. Хальхи вăхăтра аслă е вăтам пĕлÿллĕ ăстасем уйăхра 4-5 пин тенкĕ шалушăн яла юлса вăй хурасшăн мар. Çамрăксем ушкăнăн-ушкăнăн пуçтарăнса Мускава тата ытти хулана тухса каяççĕ. Машина-трактор паркĕнчи техника кивелсе çитнĕ, ăна вĕçĕмсĕр юсаса тăма чылай тăкакланма тивет. Çапах та мĕн пур йывăрлăха пăхмасăр прачак вĕçĕнче çутă палăра пуçланă ĕнтĕ. Иртнĕ çул çĕрĕн пĕрре виççĕмĕш пайне кĕрхи çĕртме тунă, 380 гектар тулă, ыраш тата тритикале акса хăварнă. Кăçал пилĕк çĕр гектар тырă никĕсне хывнă. Хирте икĕ теçетке гектар «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнет. Ăна валли Патăрьел тăрăхĕнчи Алманчă ăстисенчен вунă тонна паха вăрлăх туянса килнĕ. Çак культура пĕрчĕллисенчен нумай хут тупăшлăрах. Ĕç-пуç çапла йĕркеленсе пырсан малашне йăрансен шутне ÿстересшĕн. Малта пыракансем Голланди технологийĕ çине куçнă тапхăрта вĕсемпе тан ĕлкĕрсе пыма çăмăл пулмĕ.
Ĕçлесен ĕç пулать тенĕ ватăсем. Кооператив кăçал банкран пĕр пус кивçен илмесĕрех çунтармалли-сĕрмелли япаласем туянса ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă ирттерме вăй çитернĕ. Хальхи вăхăтра кун пеккине сайра асăрхатăн. Çĕр улмипе тĕш тырăсене апатлантармашкăн хĕрĕх тонна минерал удобренийĕ илме кĕмĕлне хăйех йÿнеçтернĕ, парăмсем чылай чакнă.
Мĕн пур вак-тĕвек ыйтăва хăйех татса панăран, Михаил Николаевича правленире ларнине сайра куратăн. Анчахрах ака ĕçĕсем пыратчĕç. Халĕ хирте хÿхĕм тырă çитĕнет. Пĕрлех çум курăкĕ те çывăрмасть. Çак кунсенче механизаторсемпе вĕсене пулăшакансен пĕр ушкăнĕ çĕр улмине гербицид сапса тухнă. Унтан 200 гектар çинчи çурхи культурăсем çине куçнă. Шел, пĕтĕм лаптăка çум курăкран хÿтĕлеме хевте çитерме йывăр: хими препарачĕсем ытла та хаклă. Çавăнпа урăхларах çул-йĕр шырама тивет. Кăçал юриех 100 гектар çĕре акмасăр-лартмасăр хăварнă. Унта ятарласа кĕтÿ çÿретеççĕ, хыççăнах дисклă сÿресемпе çĕре кăпкалатса тăраççĕ.
Хуçалăх утă çулма тухнă. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 250 гектара яхăн. Косилкăсем юсавлă та шанчăклă пулмасан – вăхăтра пухса илеймĕн.
Нумай курса çÿреймерĕмĕр, вăрах калаçса тăраймарăмăр Михаил Николаевичпа. Пĕрисем ăна складра, теприсем мастерскойра, виççĕмĕшсем ана пуçĕнче кĕтеççĕ. Çанталăкĕ уяр та ăшă чух çĕр ĕçченне чăрмантарма çылăх пек. Пучах çитĕнтерекен Хветуççи кунĕ ахаль çынна кăна вăрăм туйăнать.
Кăçал ăвăс папакĕсем мăнтăррине асăрханăччĕ-ха. Халăх сăнанă тăрăх, урпа уйрăмах ăнăçлă çитĕнмелле. Ун пек чухне кулачă пĕçерме каякан тулă та парка пулаканччĕ.