Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ишеççĕ пĕвере хурсем

01 июля 2009 г.

– ПИРĔН ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх çеç мар, хур-кăвакал та йышлă усраççĕ, - терĕ Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Денисов. – Пăхăр-ха ял çумĕнчи пĕве çине – шап-шурах вĕт!

Карапай Шăмăршăра хур усракансем – килĕренех. Акă, Н.Лукьяновпа М.Алексеев хуçалăхĕсенче – çирĕм пилĕкшер, А.Столяров хуçалăхĕнче – çирĕм виçĕ, В.Сергеев хуçалăхĕнче – çирĕм тăватă, А.Сидоров хуçалăхĕнче – çирĕм çичĕ хур. Çакăн пек тĕслĕхсем темиçе те.

Çĕнĕ Тăрăнсем вара ытларах кăвакал усраççĕ. Чĕпписене Патăрьелĕнчи инкубатор станцийĕнче туянаççĕ.

Икĕ ялĕнче те хăна пуçтарсан сĕтел çине хур е кăвакал какайĕ лартаççĕ, ĕçкĕ-çикĕре те кĕреке яланах пуян. Çын патне хăнана кайнă чухне те – хур тушки чаплă кучченеç.

Хур-кăвакалăн тĕкĕ те паха. Ютран килсех туянаççĕ ăна, ял çыннисем укçа ĕçлесе тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика