04 июля 2009 г.
2009 çулхи çурхи призыв тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Нумаях пулмасть пирĕн корреспондент Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕпе Д.Захаров майорпа тĕл пулса калаçнă, унран призывпа çыхăннă ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
КĔСКЕ СПРАВКА. Д.Захаров 1977 çулта Шупашкарта çуралнă. Чăваш. 1994 çулта вăтам шкул пĕтерсен Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Унти çар кафедринче мотострелоксен командирне те вĕреннĕ май, 1999 çулта инженер дипломĕпе пĕрлех лейтенант звани те илнĕ. Кун хыççăн çар службине кайнă, Атăлçи çар округĕнчи мотострелоксен полкĕнче взвод йышăннă. Каярахпа рота командирĕн заместителĕ пулнă. Служба тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă май, чаç командованийĕ пултаруллă офицера Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем парса чысланă.
2003 çултанпа Д.Захаровăн служба биографийĕ Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕсен ĕç-хĕлĕпе çыхăннă. 2008 çулта ăна Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕн заместителĕ пулма çирĕплетнĕ. 2009 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа çар комиссариатне ертсе пырать.
– Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2009 çулхи мартăн 30-мĕшĕнчи 336 номерлĕ Указĕпе, Раççей Федерацийĕн 1998 çулхи «Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен» саккунĕпе, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн план-заданийĕпе килĕшÿллĕн, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчен пурĕ 180 призывника çар службине ăсатмаллаччĕ, - терĕ Дмитрий Николаевич. – Июлĕн 5-мĕшĕнче çамрăксен юлашки партине республикăри призыв пунктне – Канаша леçетпĕр.
– Шăмăршă районне уйрăммăн илсен, пирĕн тăрăхран миçе йĕкĕте çар службине илнĕ; Вĕсем хăш çарсенче пулĕç;
– Шăмăршă районĕнчен 57 çамрăка службăна янă. Вĕсенчен 29-шĕ – Типĕ çĕр çинчи çарсенче (сухопутные), 8-шĕ – Шалти, 5-шĕ Сывлăш-десант çарĕсенче, 3-шĕ – Çар-тинĕс флотĕнче, 3-шĕ – Стратегилле пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсенче, 9-шĕ тĕрлĕ çар чаçĕсенче РФ Конституци тивĕçне пурнăçлĕç. Повестка илнисенчен службăран пăрăнса юлас текенсем пулмарĕç. Ку, паллах, çамрăксене чыс кÿрет.
– Службăна кайнисен пĕлÿ шайĕ еплерех;
– Вĕсенчен 4-шĕ – аслă, 6-шĕ – ятарлă вăтам, 25-шĕ – пĕтĕмĕшле вăтам, 12-шĕ – профессилле пуçламăш (профтехучилище), 10-шĕ тĕп (9 класс) пĕлÿ илнĕ. Призывниксенчен 14-шĕ çара водитель удостоверенийĕпе кайнă.
Пĕтĕмĕшле илсен, çурхи призыв икĕ районта та йĕркеллĕ иртрĕ. Кунта, паллах, çар комиссариачĕн А.Шулепов (запасри подполковник) ертсе пыракан пĕрремĕш уйрăмĕн ĕçченĕсен тÿпи пысăк.