Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эй, çамрăклăх! Сана савса чĕрем юрлать ман юрă...»

04 июля 2009 г.

КАМ юрлама-ташлама пуринчен те маттуртарах; Кам ывăнма пĕлмесĕр савăнма пултарать; Паллах, çамрăксем: яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç. Ĕненместĕр-и; Енчен те эсир районти Культура керменĕ умĕнче иртнĕ «Çамрăк сасăсем» фестивале килсе курнă пулсан, пĕр сăмахсăрах килĕшнĕ пулăттăрчĕ. Хĕрсемпе каччăсем ывăнма пĕлмесĕр хаваслă юрă-кĕвĕпе ташларĕç, хаклă парнесемпе сумлă ятсене тивĕçнĕ конкурсантсене хыттăн алă çупса саламларĕç.

Çак илемлĕ те ытарайми каç районти çамрăксем хушшинче хастарлăхпа тата пуçарулăхпа палăрнă хĕрсемпе каччăсене район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕ Тав çырăвĕсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕ. Вĕсене ятранах асăнса хăварсан та ытлашши пулмĕ: Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкултан вĕренсе тухнă Р.Алимов, Г.Быкова, Д.Камалтдинов, Р.Качурова, Д.Насыбуллина, Чукал ял поселенийĕнче пурăнакан С.Еремеев, Пуянкасси ял поселенийĕнчи А.Тимофеев, А.Тимофеев, В.Петров, Шăмăршă шкулĕн вĕрентекенĕ Е.Убасева, Шăмăршă шкулĕнчен вĕренсе тухнă И.Саландаева, çак шкулта вĕренекен Е.Любимова, Шăмăршă ял поселенийĕн хĕрĕ М.Китайцева, Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ М.Яковлев, Васанти шкултан вĕренсе тухнă Т.Полякова, Кивĕ Чукал ял поселенийĕнчи «Адреналин» КВН клубĕн хастар членĕсем О.Крикина, В.Мишкина, Н.Малеев, Е.Кувайский.

Районта кашни çулах иртекен «Чи лайăх çамрăк специалист» конкурса та пĕтĕмлетрĕç, пултаруллисен ятне, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăма тивĕç пулнисене палăртрĕç. Паллах, ыттисен те вĕсенчен юлмалла мар, вĕсем пекех хастар та пуçаруллă пулма тăрăшмалла. Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн Хисеп грамотисене ку хутĕнче А.Актемова («Шанс» ООО экономисчĕ) «Ял хуçалăхĕнчи чи лайăх çамрăк ĕçчен» номинацире, Н.Ильина (Анат Чаткас ял поселенийĕнче пурăнакан) «Çамрăксен политикин патшалăх тытăмĕнчи чи хастар çамрăк ĕçчен» номинацире, Н.Макарова (Пуянкасси ял поселенийĕнче пурăнакан, «Карла» лавкка сутуçи) «Суту-илÿри чи лайăх çамрăк ĕçчен» номинацире, Т.Павлова (Шăмăршăри тĕп больницăри медсестра) «Сывлăх сыхлавĕнчи чи лайăх çамрăк ĕçчен» номинацире, Г.Полякова (Карапай Шăмăршă шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ) «Вĕрентÿри чи лайăх çамрăк ĕçчен» номинацире, Т.Чамеева (Кивĕ Чукал ял библиотекин ертÿçи) «Культурăри чи лайăх çамрăк ĕçчен» номинацире тивĕçрĕç.

Çут тĕнчере пур чĕрĕ чун та мăшăрпа пурăнасшăн. Çамрăксем те хăйсен телейĕсене тупса çемье чăмăртаççĕ. Кашни çулах районта чи лайăх çамрăк çемьесене тĕрлĕ номинацисенче палăртаççĕ. Кăçал та çак йăлана пăрахăçламан. «Çамрăк çемье – 2009» номинацире Пуянкасси ял поселенийĕнче пурăнакан Геннадийпе Антонина Макаровсен çемйине «чи лайăххи» тесе хакларĕç. Карапай Шăмăршăри Сергейпа Наталия Лаврентьевсем «Чи лайăх çамрăк çемье» социаллă видеоролик» номинацире, Кивĕ Чукалти Александрпа Татьяна Чамеевсем «Пултаруллă çемье» номинацире, Чукалти Петрпа Наталия Храмовсем «Спорт çемйи» номинацире, Шăмăршăри Александрпа Алевтина Мульдияровсем «Телейлĕ çемье» номинацире, Анат Чаткасри Иванпа Наталия Морозовсем «Чи лайăх туй историйĕ» номинацире малти вырăнсене тухнине пĕлтерчĕç. Çак çемьесем те Грамотăпа хаклă парнесене тивĕçрĕç.

Раççей Çамрăкĕсен кунне халалласа районта çулленех «Çамрăк сасăсем» фестиваль иртет. Унта юрă хыççăн юрă шăранать. Вĕсене çĕнĕрен те çĕнĕ çамрăк юрăçсем юрлаççĕ. Çакă фестивале нумай улшăну кĕртсе унăн сăнне, тытăмне ылмаштарать, куракансене те савăнтарать. Çавăнпа пулĕ жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене палăртма пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Ара, кашниех чуна пырса тивмелле юрлама тăрăшать-çке. Кĕввине кура тата еплерех хусканусем тăваççĕ конкурса хутшăнакансем! Ытараймасăр, куç илмесĕр пăхса тăратăн-çке!

«Çамрăк сасăсем» фестиваль Гран-прине Татьяна Давыдова (Шăмăршă ял поселенийĕ) тивĕçрĕ. «Соло-вокал» номинацире Чĕмпĕр хулинчен килнĕ хăна Диана Фаттахова çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна йышăнакансем харăсах виççĕн пулчĕç: Алена Курносова (Анат Чаткас), Елена Степанова (Карапай Шăмăршă), Евгений Михайлов (Патăрьел районĕ). «Дуэт» номинацире пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчен хăнана килнĕ пĕртăван Долговсене пачĕç. Иккĕмĕш вырăнпа ку номинацире Кивĕ Чукалти Олеся Малеевапа Ольга Карзанова палăрчĕç. Çĕнтерÿçĕсене район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн Грамотисемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Çамрăксем хăйсен кунне халалланă уява хаваслă та интереслĕ ирттерчĕç тесе калама пулать. Фестиваль вĕçленсен те нумайччен юрă-кĕвĕ шăпланмарĕ Шăмăршăра. Çакна тĕпе хурса тата уява килнĕ хăнасем сĕнÿ панине шута илсе, ытарайми чипер çуллахи кунсенчен пĕринче районти çамрăксем валли 80-90-мĕш çулсенче янăранă эстрада юррисенчен хатĕрленĕ дискотека пулĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хастарлăхĕпе пуçарулăхне тĕпе хурсан, палăртнă уяв каçĕ те савăнăçлă иртмелле. Çаплах пултăрччĕ те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика