08 июля 2009 г.
КĂÇАЛХИ пĕрремĕш çур çулта районта 83 ача е пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 6 ача нумайрах çуралнă. Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕн территорийĕнче 11 (пĕлтĕр – 6), Пуянкасси ял поселенийĕн территорийĕнче – 10 (6), Васан ял поселенийĕн территорийĕнче 10 (8) пепке çут тĕнчене килнĕ.
Иртнĕ çулхи ултă уйăхра районта 38 туй пулнă пулсан, кăçал 50 туй кĕрленĕ.
Çав вăхăтрах 28 çемье арканнă, 24 ача амăшĕсемпе тăрса юлнă.
Тĕрлĕ сăлтавпа, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 151 çын вилнĕ (72 арçынпа 79 хĕрарăм).