Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вĕренерен» пурăнма вĕренер

08 июля 2009 г.

ВИКТОРОВСЕН килĕ умне çитсен мана урамра та, кил картинче те чăх-чĕп йышлă пулни тĕлĕнтерчĕ.

– Çăмарта тăваканнисем кăна утмăл ытла, - терĕ кил хуçи – Анатолий Герасимович Викторов. – Чĕпписем те çитĕнеççĕ. Çăмартасăр та, какайсăр та лармастпăр, сутатпăр та.

Палтиелĕнчи А.Викторов пилĕк гектар çĕр илсе «Вĕрене» фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Нумай çул ÿсекен курăксемпе пĕр çул ÿсекен курăксем, çĕр улмипе пахча çимĕç çитĕнтерет. Икĕ ĕне, виçĕ пăру усраççĕ Викторовсем. Хăйсенчен ытлашши сĕте сутса укçа тăваççĕ.

Анатолий Герасимович ылтăн алăллă çын. Лаша ураписем ăсталать вăл, Шăмăршăпа Патăрьел районĕсенчен çеç мар, Тутарстанпа Ульяновск облаçĕнчен те килсе туянаççĕ. Паян та, акă, вĕр-çĕнĕ урапа картишĕнче хуçине кĕтсе тăрать. Кустăрмисем – резинăран, тĕнĕлĕ – тимĕртен. Килĕр, туянăр, лашаллă çынсем!

А.Викторовăн мастерскойĕнче тимĕрпе тата йывăçпа ĕçлемелли станоксем пур. Ял çыннисене сĕтел-пукан, чечек лартмалли савăтсем хатĕрлесе парать. Йывăçа касса эрешлет, унăн япалисем куçа илĕртмелле илемлĕ.

Çапла ĕçлесе пурăнать «Вĕрене», А.Викторов фермер кризис тесе пуçне усмасть. Унран пурăнма вĕренер, ентешĕмсем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика