11 июля 2009 г.
ĔÇ рынокĕнчи лару-тăрăва çăмăллатас тĕллевпе, Чăваш Республикинче 2009 çул валли тĕллевлĕ программа туса хатĕрленĕ. Çак программăпа килĕшÿллĕн, ялта пĕчĕк предпринимательствăна аталантарас тата ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене ĕç тупса парас тĕлĕшпе тăрăшатпăр.
Акă, Патирекри Ф.Каленов ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăратчĕ. Кăçалхи июнĕн 15-мĕшĕнче вăл хăйне çÿлте асăннă программăна хутшăнтарма ыйтса заявлени çырчĕ, хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелеме шутлать. Ф.Каленов мăйракаллă шултра выльăхсем ĕрчетес тĕлĕшпе бизнес-план туса хатĕрленĕ. Патшалăх ăна субсиди парса пулăшĕ, фермер йышлă выльăх-чĕрлĕх усраса тупăш курасси пирки пĕрре те иккĕленмест.