11 июля 2009 г.
ПИТĔ шел, кăçалхи ултă уйăхра 28 çемье арканнă, 24 ача амăшĕсен алли çине юлнă», - пăшăрханса калаçрĕ ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Елена Федорова.
Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, районта пĕр çемьене пĕрлешекенсен йышĕ çамрăклансах пырать. Кăçал та, акă, вун çиччĕ тултарнă-тултарман вун ултă хĕр туй кĕпи тăхăннă. Васкаççĕ çав çамрăксем, васкаççĕ.
«Эпир, ЗАГС ĕçченĕсем, çынсем валли уяв туса паратпăр, - калаçăва малалла тăсрĕ Елена Федорова. – Анчах пурнăç уяв çинче çеç тытăнса тăмасть вĕт-ха, йывăрлăхсем те кĕтсех тăраççĕ. Хальхи çемьесем арканнин тĕп сăлтавĕ, ман шутпа, чăтма пĕлменни тата пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшманни. Çамрăксене пĕлтерĕшлĕ утăм тăвиччен туйăмсен çирĕплĕхне тепĕр хут тĕрĕслеме сĕнес килет».
«Пурнăç пурăнасси хир урлă каçасси мар», - тенĕ ваттисем. Чуп-чуп уйăхĕ хыççăн çамрăксен тĕрлĕ йывăрлăх тÿсме те тивĕ. Укçа-тенкĕ çителĕксĕрри те, пурăнмалли вырăн çукки те, ашшĕ-амăшĕсемпе пĕр чĕлхе тупайманни те вăрçăшу-харкашу патне илсе пыма пултараççĕ. Çакăн пек чухне пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни, чăтăмлă та тÿсĕмлĕ пулни, чĕлхене чарма пĕлни питех те кирлĕ.
Аслисем нихăçан та япăха вĕрент меççĕ, ăслă сăмах калаççĕ. Вĕсен сăмахне итлесе пурăнсан çемьере те килĕшÿ пулĕччĕ. Çакна чи малтан çамрăк кинсем пирки калас килет. Ăшă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ пулнине мĕн çиттĕр;
Аслисен çамрăксене ăнланма та пĕлмелле. Çамрăк – çамрăках, выляс-кулас та, савăнас та, хитре тумланас та килет пуль. Çакăншăн мĕншĕн чĕрре кĕрес-ха; Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килнине манар мар. Хамăр та хăçан-тăр çамрăк пулнă вĕт.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районта 50 туй, пĕлтĕрхи ку вăхăтринчен 12 туй ытларах кĕрленĕ. Августра туйсен хисепĕ ÿсессе кĕтеççĕ ЗАГС ĕçченĕсем. Çапла пултăрччĕ. Ĕмĕрлĕхех пĕрле пулма сăмах панă мăшăрсен юратăвĕ гранит пек çирĕп пуласса шанас килет.