11 июля 2009 г.
РАЙОНТИ шкулсен пурлăх никĕсĕ çирĕпленсех пырать. Акă, çак кунсенче кăна-ха района 214 штук шкул партти, 427 штук тенкел, 25 штук учитель сĕтелĕпе 25 штук учитель тенкелĕ илсе килнĕ. Пурĕ 450 пин тенкĕ тăракан çак пурлăха шкулсем тăрăх валеçсе тухнă.
Шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес ĕç те сарăлсах пырать. Анат Чаткас тата Патирек шкулĕсем ачасене йышăнма паянах хатĕр, халĕ юсавçăсем Виçпÿрт Шăмăршăпа Пуянкасси шкулĕсенче ĕçлеççĕ. Карапай Шăмăршă шкулĕнче те классемпе коридорсене сăрласа тухнă.