Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чир-чĕр ан çыпçăнтăр тесе

11 июля 2009 г.

КĂÇАЛХИ 6 уйăхра районта инфекциллĕ тата паразитарлă чир-чĕрпе чирленĕ 283 тĕслĕхе регистрациленĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан ку вăл 18,9 процент чухлĕ нумайрах. Цифрăсем пысăкланни район çыннисем гриппа чирлесси 9 хут, туберкулезпа чирлесси 3,6 хут ÿснипе çыхăннă.

Инфекциллĕ тата паразитарлă чир-чĕрсен структуринче кăçалхи çур çулта грипп тата ОРВИ чирĕсем 77,7 процент (пĕлтĕр çак тапхăрта – 70,3 процент), социаллă инфекцисем 7,8 процент (12), вар-хырăм инфекцийĕсем 1,8 процент (3,1), паразитарлă инфекцисем 4,2 процент (7,2), вируслă гепатитсем 1,8 процент (2,2), ытти чирсем 6,7 процент (5,2) йышăннă. Хĕрлĕ шатрапа чирлесси – 1,5 хут, йытăсем çынсене çыртасси – 1,4 хут, ОРВИ ересси – 1,06 хут, сифилиспа, кĕçĕпе чирлесси 2,2 хут, энтеробиозпа, педикулезпа чирлесси 2 хут чакнă.

Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал вăраха кайнă В тата С гепатитпа чирлесси пĕр шайрах юлнă. Çивĕч вируслă В гепатитпа чирленĕ фактсем районта пулман.

Туберкулезăн бациллярлă формипе 11 çын чирленине регистрациленĕ. Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕн территорийĕнче çакнашкал 3 тĕслĕхе, Чукал, Палтиел, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕсен территорийĕсенче – 2-шер тĕслĕхе, Пуянкассипе Васан ял поселенийĕсенче пĕрер тĕслĕхе регистрациленĕ.

Шăмăршă районĕнче ВИЧ-инфекциллĕ 6 çын учетра тăрать. Телее, 2009 çулхи 6 уйăхра çак хăрушă чирĕн списокĕ улшăнусăр юлнă. Сывă пурнăç йĕркисене тытса пыни, хальлĕхе сиплеве парăнман ВИЧ-инфекцирен пăрăнса юлма май парĕ.

Шăмăршă ял поселенийĕн территорийĕнче йытăсем çынна çыртнă 5 тĕслĕхе, Пуянкасси ял поселенийĕнче 2 тĕслĕхе, Карапай Шăмăршă, Палтиел, Анат Чаткас ял поселенийĕсен территорийĕсенче пĕрер тĕслĕхе шута илнĕ. Килти хуçалăхра йытта кăкарса усрамалла, унсăрăн вăл çынсене инкек кăтартма пултарать.

Пĕлтĕрхипе танлаштарса пăхсан кăçал гриппа тата ОРВИпе чирленисен шучĕ 27 процент чухлĕ пысăкланнă. Çак инфекцисемпе чирлесе ирттернисен йышĕнче 55,4 процент чухлĕ 17 çул таранчченхи ачасем пулнă.

Паллă ĕнтĕ, иммунопрофилактика ĕçĕ чир-чĕртен сыхланма май парать. Шел, прививкăсен планĕ 2009 çулхи пĕрремĕш çур çулта туллин пурнăçланман, хăш-пĕр инфекцирен сыхланассине, сăмахран, хĕрлĕ шатраран прививка тăвассине 47,0 процент чухлĕ кăна пурнăçланă.

Çынсем начар пахалăхлă апатпа массăллă майпа наркăмăшланнă тĕслĕхсем районта кăçал пулман. Роспотребнадзор специалисчĕсем шкулсенчи лагерьсен столовăйĕсен ĕçне тĕрĕслесех тăраççĕ, тасалăх пирки поварсенчен те çирĕп ыйтатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика