11 июля 2009 г.
ИЮЛĔН 12-мĕшĕнче тĕнчери мĕн пур православи тĕнĕллĕ çынсем Питрав кунне палăртаççĕ. Çак уявăн чиркÿри тулли ячĕ – Петрпа Павел аслă апостолсен тата мухтавлă çвятуйсен кунĕ.
Çвятуй апостол Петр малтан Симон ятпа çÿренĕ, ахаль пулăç пулнă. Андрей Первозванный апостолăн аслă тетĕшĕ Симон авланса, мăшăрĕпе пĕрле ача-пăча çуратнă. Андрей ăна пĕррехинче Иисус патне илсе килнĕ. Христос çак чухăн пулăç таса чунлă пулнине тата хăйне чĕререн парăннă вĕренекенĕ пуласса пĕрре пăхсах туйса илнĕ. Турă ăна Кифа е грексен чĕлхи çине куçарсан – Петр тесе чĕнме пуçланă. Ăна апостолсен шутне кĕртнĕ хыççăн, Христос Петрăн кил-çуртне кайса курнă, унăн мăшăрĕн чирпе асапланакан амăшне сыватнă.
Петр Турă вĕрентĕвне халăхсем хушшинче питĕ анлăн сарса çÿренĕ. Унăн витĕмлĕ те хăватлă сăмахĕ виçшер, пилĕкшер пин çынна Христос еннелле çавăрса пынă. Преступлени тунă çынсем Петр умĕнче вилсе выртнă, унăн сăмахĕпе вилнисем чĕрĕлсе тăнă, чирлисем чĕрĕлнĕ.
Евангели вĕрентсе, чылайăшне Турă еннелле çавăрса Петр апостол пилĕк хутчен тĕрлĕ çĕршывсем тăрăх çÿренĕ. Юлашки çулçÿревĕ Римра вĕçленнĕ. Нерон патша ăна 67-мĕш çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе – июлĕн 12-мĕшĕнче) хĕрес çине пуç хĕрлĕ хурса пăталаттарса вĕлерттернĕ.
Павел апостолăн малтанхи ячĕ Савл пулнă. Малтанласа вăл Христос вĕрентĕвне, Унăн чиркĕвне те йышăнман. Пĕррехинче Савл умĕнче тÿперен çутă ÿкнĕ. Вăл, çĕр çине ÿкнĕскер, çак сасса илтнĕ: «Савл, мĕншĕн Мана хăвалатăн эсĕ;» – «Кам эсĕ, Турă-и;» – ыйтнă Савл. «Эпĕ – Иисус» – хуравланă сасă. «Мĕн тумалла манăн, Туррăм;» - кăсăкланнă Савл. «Тăр та хуланалла ут, кайран мĕн тумаллине калăп сана».
Кун хыççăн, Павел ят илнĕскер, вăл халăхсем хушшинче Евангелие ырми-канми вĕрентсе çÿренĕ. Выçлăх та, хăрушлăх та, Турă вĕрентĕвĕшĕн хĕсĕрлени те, хĕç те, вилĕм те Павел чĕринче Турра юратас туйăма вăйсăрлатма пултарайман. Апостол Турă вĕрентĕвне Аравинче, Палестинăра, Кесарире, Кĕçĕн Азире, Грецире, Италире сарса çÿренĕ. Павел Çĕнĕ Завет валли 14 послани çырса хатĕрленĕ. Турра курайман çынсем ун валли питĕ асаплă вилĕм хатĕрленĕ. Петр апостолпа пĕр вăхăтрах Римра Павелăн пуçне хĕçпе касса татнă.
Çапла вара, Петрпа Павел Христос вĕрентĕвне, Евангелие халăхсем хушшинче сарассишĕн пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшнă. Таса та чăн ĕненÿшĕн апостолсем хăйсен пурнăçĕсене те шеллемен. Вĕсен пархатарлă ĕçĕсем, сăваплă сăнарĕсем пире йывăрлăхсене чăтăмлăн çĕнтерсе пыма, Турă халалĕсемпе пурăнма хавхалантараççĕ.