Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂМĂЛĔ – ЫРĂ, СĂМАХĔ – ÇИРĔП

15 июля 2009 г.

ЭПĔ самай ватă çын – 79- та пыратăп. Пирĕн çемье хуть хăçан та выльăх-чĕрлĕх усраса кил валли çăмарта, аш-какай, сĕт-çу хатĕрленĕ, пахча-çимĕç ÿстернĕ.

Çакă пире пурнăç мĕнле йывăр пулсан та сĕтел валли çителĕклĕ тĕрлĕ апат хатĕрлеме май панă. Çавнашкал хăнăхупа халĕ те пурăнатпăр. Чăн та, ĕне-сысна усрамастпăр ĕнтĕ. Ку кирлех те мар пулĕ. Ватăлса пынă май сĕт, çу, çуллă какай нумай çиме медицина хушмасть. Анчах та пĕр качака тата темиçе чăх усратпăр-ха. Вĕсен валли те хĕллене утă, тулă, урпа хатĕрлемеллех. Уйрăмах утă ыйтăвĕ самай пăшăрхантарать. Курăк çулма, ăна типĕтсе киле кÿме çăмăл мар, çавăнпа çамрăксене пуç çапма тиветех. Иртнĕ çулсенче кун пирки аптăрасах кайман – Василий Михайлович Ефимова телефонпа шăнкăравласанах вăл (тăпри çăмăл пултăр) «Проблема çук.Утă кирлĕ таранах килнех кÿрсе паратпăр, ан пăшăрхан», - тетчĕ. Чăн та, хăйĕн сăмахне çирĕп тытатчĕ руководитель. Хăйне ансат тытнăран, ĕçчен те пултаруллă пулнăран, сăмахне ĕçпе çирĕплетнĕрен «Агродор» ООО директорне В.М.Ефимова район çыннисем питĕ хисеплетчĕç.

Кăçал та çынсем лайăх çанталăкра сип-симĕс утă турттарма пуçласан манăн канăç пĕтрĕ, çĕрĕпе çывăраймарăм, çитменнине каярахпа çумăр çума пуçларĕ. Пĕр ертÿçĕ ман ыйтăва тивĕçтерме шантарчĕ, анчах иккĕмĕш куннех ути пĕтнĕ-мĕн. Аптранă енне «Агросервис» ОООна телефонпа шăнкăравларăм. Бухгалтери ĕçченĕ манăн ыйтăвăма руководителе – Александр Васильевич Максимова пĕлтерме шантарчĕ. Ертÿçĕпе хам та тĕл пулма тăрăшрăм. Вăл ман ыйтăва çийĕнчех тивĕçтерме килĕшрĕ. Александр Васильевич кирлĕ чухлĕ выльăх апатне организаци картишĕнченех парса ячĕ, тиеме те çынсем уйăрчĕ. Çапла майпа манăн ĕмĕт 5 минут хушшинчех пурнăçланчĕ. А.В.Максимов – ырă кăмăллă та хăйĕн сăмахне çийĕнчех пурнăçлакан çын пулнине хам куçпа курса ĕнентĕм. Эпĕ ăна хаçат урлă çав тери пысăк тав сăмахĕ калатăп, ĕçĕнче ялан çитĕнÿсем сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика