Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ

15 июля 2009 г.

218 ÇЫН паттăрла вилĕмпе вилнĕ иртнĕ вăрçă çулĕсенче Палтиел ялĕнчен. И.Лукиянов аслă лейтенант фронтра паттăрлăх кăтартнă. 1939-1940 çулсенче шурă финсене хирĕç пынă вăрçăра Иван Лукиянов «Хĕрлĕ Ялав» тата «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденсем илме тивĕçлĕ пулнă.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансанах икĕ орден кавалерĕ хăй ирĕкĕпе фронта тухса каять. Паттăр салтак калама çук пысăк хăюллăх кăтартса çапăçать фашистсене хирĕç. Тан мар çапăçура, 1943 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче, паттăрла вилĕмпе вилет.

Палтиел çынни Г.И.Чиндарев сержант вăрçăра паттăрла çапăçни çинчен «За честь Родины» хаçат çапла çырса кăтартнă:

«Тăшман пысăках мар ушкăнпа каç сĕмлĕхĕпе усă курса пирĕн малти лини витĕр шăвăнса кĕме хăтланать. Анчах та фрицсен чăрсăр шухăшĕ çаплипех пăчланнă. Г.Чиндарев сержант ертсе пыракан оруди расчечĕ караул службинче сыхă тăнă. Нимĕçсене кăштах малалла ирттерсе, артиллеристсем вĕсене хыçалтан вăйлă çулăмпа ăшалаççĕ, фашистсене çапса аркатаççĕ...»

Г.Чиндарева Тăван çĕршыв Отечествăлла вăрçă орденĕпе тата «За отвагу» медальпе наградăланă.

Пĕр çапăçура пирĕн ентеш паттăрла çапăçса вилет.

1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче ВЛКСМ Шăмăршă райкомĕнче хăйсем ирĕкĕпе фронта каякан çамрăксен пĕр ушкăнне ăсатса янă. Çав комсомолецсенчен пĕри – Н.Чекушкин – Ленинград хулине хÿтĕленĕ çĕрте паттăрлăх кăтартнă. Хăюллă разведчик, тăшман тылĕнче темиçе те пулса, тăватă хутчен аманать. Каярахпа Н.Чекушкин аслă лейтенант разведчиксен ротин командирĕ пулать. 1943 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче Николай салтаксене разведкăна ертсе каять, тан мар тытăçура вилмеллех аманать.

Юнлă вăрçă нумай çемьесене нихçан тÿрленейми суран кÿнĕ. Хăшĕ-пĕрисен 3-4 çын та вăрçăран таврăнайман. П.Боровăн Петр, Андрей тата Николай, А.Чекушкинан Семен, Андрей тата Осип, Хисметовсен Минулла, Зекиулла, Нурулла ывăлĕсем вăрçăра пуçĕсене хунă.

Вăрçăра вилнисене ял-йыш манмасть. Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ. Палтиел ялĕн варринче хĕрлĕ çăлтăрлă обелиск ларать, унăн умĕнче яланах чечек кăшăлĕсем курма пулать.

Обелиск умĕнчен иртнĕ чух чарăнса пуçна тай, юлташăм. Вĕсем пирĕн телейшĕн вилнĕ, çакна нихăçан та ан манăр, çамрăксем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика