Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Участковăй уполномоченнăй

18 июля 2009 г.

МИЛИЦИН участковăй уполномоченнăйĕн ĕçĕ çăмăлах мар. Шанса панă административлă участокри яваплăхĕ унăн пысăк. Райцентрти участковăя уйрăмах йывăр тивет. Кунта халăх йышлă пурăнать, участковăй пункт территорийĕ те пĕчĕкех мар.

Милицин 1-мĕш номерлĕ Шăмăршăри участковăй пунктĕнче Р. Алимов иккĕмĕш çул ĕçлет. Хăйне шанса панă административлă территорире граждансем яланах саккунсен хÿтлĕхĕнче пулччăр, милицин право тĕлĕшĕнчи пулăшăвне туйччăр тесе нумай тăрăшать участковăй уполномоченнăй.

Тĕрлĕ преступленисен çулне пÿлес тĕллевпе профилактика ĕçне те пысăк тимлĕх уйăрать Рамис Мавлетович. Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхес, право йĕркисене пăсас туртăм пур çынсемпе, малтан судпа айăпланнисемпе тăтăшах тĕл пулса калаçать вăл, тÿнтерле ĕç тăвасран асăрхаттарать.

Ачасем пирки те манмасть çамрăк участковăй. Милицин çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕпе Н.Мазяковапа пĕрле вăл учетра тăракан ачасемпе – вĕсем райцентрта пиллĕкĕн – тĕл пулать, саккун йĕркисене ăнлантарать, ашшĕ-амăшĕсемпе калаçать.

Шăмăршă ял поселенийĕн административлă çуртĕнче вырнаçнă участковăйăн кабинетне граждансем тĕрлĕ ыйтусемпе килеççĕ. Пурне те кăмăллăн йышăнать милицин аслă лейтенанчĕ, çийĕнчех пулăшма тăрăшать. Шăпах çакăншăн хисеплеççĕ те ăна Шăмăршăра пурăнакансем.

Шалти ĕçсен пайĕн тата ял поселени руководителĕсем те çамрăк участковăйăн ĕçĕпе кăмăллă. Служба тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕ тата районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Рамис Мавлетовича темиçе хутчен те тав тунă, укçа премийĕсемпе чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика