22 июля 2009 г.
РАЙОН çыннисене Шăмăршăра тума пуçланă физкультурăпа спорт комплексĕнчи строительство ĕçĕсем вăраха тăсăлни хумхантарать, çак ыйтăва вĕсем пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче те пĕрре çеç мар çĕкленĕ. Уйрăмах çамрăксемпе ачасем спорт керменне тÿсеймесĕр кĕтеççĕ.
Иртнĕ эрнере çÿлте асăннă объектра ĕçлĕ канашлу пулнă, унта хутшăннисем физкультурăпа спорт комплексне кăçал хута ярасси пирки хĕрÿ калаçнă. Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев та, «СУОР» ООО генеральнăй директорĕ Владимир Ермолаев та (подрядчик), Чăваш Республикинчи хула строительствипе обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерствин представителĕ Борис Портнов та объекта кăçал вĕçлемеллех тесе шутлаççĕ.
Çывăх вăхăтрах бассейнри бетон ĕçĕсене пуçăнмалла, стена хăпартассине, газопровода монтажлассине тата ăшă трассине хĕл валли хатĕрлессине вĕçлемелле.
Проектри хăш-пĕр улшăну та (сăмахран, бассейн çивиттине тимĕр-бетон вырăнне металлоконструкципе витесшĕн) ĕçре хăш-пĕр чăрмав кÿрет. Канашлура документсем хатĕрлес тата килĕшсе татăлас ĕçе хăвăртлатмаллине палăртса хăварнă.
Вырăна тухса ирттернĕ канашлу ĕçне район пуçлăхĕ Валерий Фадеев хутшăннă.