22 июля 2009 г.
НИКОЛАЙ БОГДАНОВ фермер – ăнăçлă ĕçлесе пыракан çамрăк çĕр хуçи. Мăшăрĕпе – Ольгăпа – выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ, «Çамрăк çемье» патшалăх программине хутшăнса çĕнĕ çурт лартма ĕмĕтленеççĕ.
Çак кунсенче Богдановсен çемйишĕн пысăк савăнăç пулчĕ – «çĕнĕ кайăк» сас пачĕ. Иккĕмĕш ывăлне телейлĕ ашшĕпе амăшĕ Костя ят панă.
Сăмах май, Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕ кăçал ача çуралассипе районта пурне те ырă тĕслĕх кăтартать. Хальлĕхе 13 ача е пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен икĕ хут нумайрах ача çуралнă.