Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ЭПИР ВЫРМАНА ХАТĔР», – тет «Колос» Агрофирма» ЗАО тĕп агрономĕ Н.А.Воробьев

22 июля 2009 г.

КУÇ тулли анлă уй-хире ылтăн тĕс çапнă: тепĕр темиçе кунтан вырма ĕçĕсем пуçланĕç. «Колос» Агрофирма» ЗАОра вырмалли-çапмалли сахал мар: 340 гектар кĕрхи тулă, 550 гектар çурхи тулă, 200 гектар урпа пуçтарса кĕртмелле. Хуçалăхăн тĕп агрономĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Н.А.Воробьев каланă тăрăх, вырма ĕçĕсене тирпейлĕ ирттерсен гектартан вăтăршар центнертан кая мар тырă пухăнмалла.

Икĕ «Дон» комбайн та юсавлă, вĕр-çĕнĕ пекех курăнаççĕ. Н.Борисовпа В.Абрамов комбайнерсем хире тухасса тÿсеймесĕр кĕтеççĕ. Вĕсене пулăшакансем те – шанчăклă çынсем.

Вырма вăхăтĕнчех кĕр аки пирки те шухăшламалла. Пĕлтĕрхинчен кая мар акасшăн кĕрхи тулла. 150 гектар хура пусă хăварнă пулнă, ăна çу каçах кăпкалатса-тасатса тăнă. Минераллă удобренисемпе туллин апатлантарнă.

Хуçалăхра сахăр чĕкĕнтĕрĕ те парка çитĕнет. Тепĕр уйăхран чĕкĕнтĕр уйĕнче хĕрÿ ĕç пуçланĕ.

– Çунтармалли-сĕрмелли материалсем пирки пăшăрханмалли çук, - терĕç хуçалăх ертÿçисем. – Кадрсем те çитеççĕ. Çанталăк лайăх тăтăр çеç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика