22 июля 2009 г.
ШĂМĂРШĂРИ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул таврашĕнче ача-пăча сасси янăраса тăни кăмăла çĕклерĕ. В.З.Стратилатовапа Л.К.Егорова педагогсем ертсе пынипе 7 «А» класри ачасем опытлă участокра ĕçлеççĕ-мĕн.
– Шкул дирекцийĕ кашни класс валли дежурство графикне çирĕплетнĕ, – пуçларĕ калаçăва çиччĕмĕшсен класс руководителĕ Л.К.Егорова. – Кашни ача участокра 10-шар кун вăй хурать. Вĕренекенсем куллен 4-шар сехет ĕçлеççĕ. Паллах, канса та илетпĕр.
Ачасен пĕр ушкăнĕ пахча-çимĕçе шăварать, тепри вара хĕрлĕ чĕкĕнтĕр йăранĕсене çумкурăкран тасатать, çемçетсе кăпкалатать, сайратать.
– Ĕнер çиччĕмĕшсемпе кишĕр йăранĕсене çумкурăкран тасатса тухрăмăр, - терĕ В.З.Стратилатова учительница. – Пĕрлех шкул территорине те тирпейлесе-тасатса тăратпăр, садри хыт-хурана кăклатпăр. Ачасем ĕçре пурте тăрăшуллă.
Опытлă участокри ытти çимĕçсене те пăхса çаврăнтăм. Йăрансем пур çĕрте те таса, тирпейлĕ. Шкул столовăйĕ валли лайăх тухăç çитĕнни, педагогсемпе вĕренекенсем ĕçре хастарлăх кăтартни чунра ăшă туйăмсем хăварчĕ.
Хĕрарăмсен ушкăнĕ шкулăн кивĕ тата çĕнĕ корпусĕсен никĕсĕсен цоколĕсене сăрласа илемлетет иккен. И.Ястребова, Н.Кузьмина, З.Чернова, Л.Даниловапа А.Кудряшова техслужащисем ку ĕçе вĕçлесе пыраççĕ ĕнтĕ.
Шкул директорĕпе Л.Н.Ивановапа вара учреждени çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнлерех хатĕрленсе кĕтсе илни пирки калаçрăмăр.
– Икĕ корпус тăррине те нумаях пулмасть молниеотводсем вырнаçтартăмăр, – палăртрĕ Лидия Николаевна. – Кунсăр пуçне ăшă системин путвалсенчи пăрăхĕсене çĕнĕ изоляци материалĕпе сăрса тухрăмăр. Ку вăл ăшă энергине упрама-перекетлеме май парĕ. Çавăн пекех çывăх кунсенчех икĕ корпуса та ăшă расхутланнине шута илекен счетчиксем вырнаçтаратпăр. Хутмалли сезон тапхăрĕсенче эпир шкулăн кубла метрлă лаптăкĕсем тăрăх тÿлесе пыраттăмăр.
Шкул директорĕпе пĕрле кабинетсене курса çÿрерĕмĕр. 3 «А» класс руководителĕ Т.А.Галкина, ĕç тумтирне тăхăннăскер, хăйĕн кабинетĕнче пире кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Пÿлĕме тĕплĕн юсаса-сăрласа илемлетнĕ-мĕн. Кризиса пула укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсем тухса тăнă май, ку мана, пытармастăп, тĕлĕнтерчĕ те.
– Шкулăн 1983 çулхи выпускникĕсем пĕлтĕр хăйсен укçи-тенкипе 4-мĕш класăн 203-мĕш кабинетне тĕплĕн юсаса-сăрласа панăччĕ, – терĕ Татьяна Александровна. – Вĕсен ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса, ашшĕ-амăшĕсем пухăва пуçтарăнса хăйсен ачисем вĕренекен класа хăйне евĕр парне кÿме шутларĕç – хăйсен укçи-тенкипе 209-мĕш кабинета юсаса илемлетме йышăнчĕç. Кунсăр пуçне вĕсем ачасен тумтирне хумалли шкафсем те туянса пачĕç.
Ырă пуçарăва М.В.Чураева учительницăн класĕнчи ачасен ашшĕ-амăшĕсем те ырласа йышăннă иккен. 204-мĕш кабинет, сăрласа-юсаса илемлетнĕскер, пĕчĕккисене кĕтсе илме хатĕр. 3 «Б» класра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем те ятарласа пуху ирттернĕ, ырă пуçаруран айккине юлман. Халĕ 208-мĕш кабинетра (класс руководителĕ С.В.Юхвитова) хĕрÿ юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
– «Вĕрентÿ» наци проекчĕн уссине хамăр учреждени тĕслĕхĕ çинче те куратпăр эпир, – хутшăнчĕ калаçăва Л.Н.Иванова директор. – Акă, нумаях пулмасть пуçламăш классем валли сĕтел-пукан комплекчĕсене кÿрсе килнĕ. – Директорăн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ В.В.Убасев ертсе пынипе ачасен ашшĕсем 4 класс-комплектăн сĕтел-пуканне тирпейлĕн пуçтарчĕç.
Шкулти попечительсен совечĕ – ăна ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.В.Максимов ертсе пырать – шкула сисĕмлĕ пулăшу парса тăрать. Совет учреждени валли нумаях пулмасть кирлĕ чухлĕ люминисцентнăй лампăсем туяннă. Попечительсен взнос укçипех хăш-пĕр кабинетсене сăрласа илемлетеççĕ. Икĕ кабинетра çĕнĕ линолеум та сараççĕ. Кăçаллăха сăрлама палăртман тирпейлĕ те илемлĕ курăнакан кабинетсене тĕплĕн çуса тасатнă.
Шăмăршă шкулĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне кирлĕ пек хатĕрленсе кĕтсе илесси пирки иккĕленÿ çук.