25 июля 2009 г.
ПИРĔН Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнче икĕ урам – Вячеслав Кудряшов артист урамĕпе Шоссе урамĕ. Иккĕшне те асфальт сарнă. Унччен кĕрхи-çурхи çанталăкра урамра пылчăк çăрăлатчĕ пулсан, халĕ тапочкипе утса тухма пулать. Чăнласах та чун савăнать!
Урамсене çÿп-çап пуçтармалли 10 контейнер вырнаçтарнă, кашни эрнерех вĕсене пушатса тăраççĕ. Ял çыннисем тирпейлĕрех, тасарах пурăнма тытăнчĕç, çурт умĕсене шăлсах тăраççĕ.
Ялта 128 килĕ шутланать, вĕсенче 338 çын пурăнать. Халăх пуянрах пурăнма тытăнни çакăнтан та лайăх курăнать: ялта 64 çăмăл автомашина, пĕр Т-40 трактор тата ГАЗ-53 автомашина, пĕр КамАЗ.
Ялта çурт-йĕрсене хальхи материалсемпе çĕнетсе-илемлетсех тăраççĕ. Кăçал кăна, май уйăхĕнчен пуçласа, 20 хуçалăхра çуртсене çĕнетрĕç, халĕ вĕсем кинори пек илемлĕ курăнаççĕ. Пĕр çамрăк çемье çĕнĕ çурт лартать. Пурине хăпартнă ĕнтĕ, кăçалах ăшне кĕрессишĕн тăрăшаççĕ.
Çуртсене шыв кĕртекенсем йышлă. Пÿртрех – ванна, душ, туалет. Çак ырлăхсем пирки унччен ĕмĕтленмен те.
Çĕнĕ Шăмăршă халăхĕ ĕлĕкренех харсăр та ĕçчен пулнă, халĕ те çаплах. Ялта выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп йышлă усраççĕ. Хăшĕсем 3-4-шар вăкăр, темиçешер сысна самăртаççĕ. Федотовсемпе Давыдовсем 4-шар вăкăр, пăру, ĕне усраççĕ, кайăк-кĕшĕк те сахал мар. Пĕве çывăхĕнчисем, сăмахран, В.Н.Кудряшова, В.И. Кудряшов, О.А.Миронова, Н.И.Иванов çемйисем тата ыттисем хур-кăвакал йышлă усраççĕ.
КамАЗ автомашина хуçине И.Полякова та тав сăмахĕ калас килет. Вăл ял çыннисем çитĕнтернĕ çĕр улмине, кишĕрпе сухана, аш-какая хулана кайса сутса укçа-тенкĕ туса парать. Çакă ял халăхĕшĕн питех те аван. И.Поляков арпуспа помидор кÿрсе сутни те пирĕншĕн савăнăç.
Çапла ĕçлесе пурăнать, аталанать пирĕн Çĕнĕ Шăмăршă.