25 июля 2009 г.
1975 ÇУЛХИ ноябрьте çамрăксем, районти тата республикăри медкомисси витĕр тухнăскерсем, призыв комиссийĕн членĕсем ларакан пÿлĕм алăкĕ умĕнче кĕпĕрленсе тăнă. Вĕсен хушшинче Виçпÿрт Шăмăршăра çуралса ÿснĕ, районти техника юсакан предприятире слесарьте тăрăшнă Виктор Мишин та пулнă.
– Мишин, сана Тинĕс-çар флотне службăна яратпăр! – пĕлтернĕ çар комиссарĕ Михайлов.
– Сирĕн шанăçа тÿрре кăларма тăрăшатăп, майор юлташ! – çирĕппĕн татса каланă çÿллĕ те кĕрнеклĕ хул-çурăмлă каччă.
Чи сумлă çарсенчен пĕринче – Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăма тивĕçни Виктора питĕ хавхалантарнă.
Служба биографийĕ Çурçĕр флотне кĕрекен Североморскри Тинĕс çар базинчи вĕрентÿ отрядĕнче пуçланнă. Моторист-дизелистсене хатĕрлекен подразделенире хăйне пур енĕпе те лайăх кăтартнă, штанга-пукан çĕклекенсен ăмăртăвĕнче отрядра, дивизире призлă вырăнсем йышăнса пынă май, Мишин матроса ытти маттур моряксемпе пĕрле флот командующийĕн катерĕсене хураллакан вахтăна тăма уйăрса лартнă.
Вĕрентÿ курсне вĕçлесен чăваш каччине Северодвинскри Тинĕс-çар базине куçарнă. Унта Виктора Баренцово тинĕсĕнче ишекен тральщикăн моторисчĕ пулма çирĕплетнĕ. 63 çынран тăракан карап экипажĕнче Мишин матрос хăйĕн службăри хастарлăхĕпе палăрса, кĕске хушăрах çарпа политика вĕренĕвĕн отличникĕ пулса тăнă.
– Пирĕн тральщик Çурçĕр флотĕнчи шыв айĕн çÿрекен атомлă кимĕсене инçетри походсене ăсатса тăратчĕ, - аса илет Виктор Николаевич. – Кимĕсем похода тухнине Америка спутникĕсем винтсен сасси тăрăх уйăрса ан илччĕр тесе, тральщик ятарлă устройствăпа питĕ пысăк шăв-шав çĕклесе пыратчĕ, палăртнă точкăна çитсен каялла таврăнатчĕ.
Службăри пĕр самант вара запасри матросăн асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă. 1977 çулхи çу кунĕсенче Çурçĕр флочĕн командованийĕ Баренц тинĕсĕнче çар вĕренĕвĕ ирттернĕ. Унта виççĕмĕш рангри капитан Фомичев командăлакан тральщик та çар нормативĕсене туллин пурнăçланă.
– Вĕренÿ вĕçленсен Çурçĕр флочĕн командующийĕ Горшков адмирал хăйĕн катерĕпе пирĕн тральщик çумне пырса чарăнчĕ, - каласа пачĕ Виктор Мишин. – Ун чухне вахтăра шăпах эпĕ тăраттăмччĕ. Флот адмиралĕ трап тăрăх тральщик çине хăпарчĕ те командир рапортне итлерĕ, ăна, вахта офицерне тата мана ăшшăн сывлăх сунса, алă тытрĕ, лайăх службăшăн тав турĕ. «Мишин, командующи алă тытнă хыççăн санăн халĕ вĕсене пĕр-икĕ эрне çумасăр тăмалла», - шÿтлерĕç кайран юлташсем.
Кĕркунне тральщике экипажĕпех Каспи тинĕсне куçарнă. Унта карап Иран çĕршывĕн таврашĕнчи дежурствăна çÿренĕ.
1978 çулхи кĕркунне Виктор Мишин аслă матрос демобилизаци йĕркипе тăван яла таврăннă. Унăн кăкăрне Тинĕс-çар флочĕн отличникĕн, 1-мĕш класлă специалистăн, тĕрлĕ енлĕ спортăн разрячĕсене кăтартакан знаксем илемлетнĕ. Кунсăр пуçне флот тата чаç командованийĕсем ăна Грамотăсем, Тав хучĕсем парса чысланă.
Кÿкеçри вĕрентÿ курсĕнче водитель правине илнĕ хыççăн Виктор Мишин каллех районти техника юсакан предприятире ĕçлеме пуçланă. Чылай çул аварисĕр тата тăрăшса ĕçленĕ май предприяти администрацийĕ пултаруллă шофера Хисеп грамотисемпе наградăланă, премисем панă. Унăн сăн ÿкерчĕкне районти Хисеп хăми çине те вырнаçтарнă. 1995 çултанпа Виктор Николаевич предприниматель ĕçĕнче вăй хурать.
Мăшăрĕпе, Светăпа, ывăлпа хĕр çуратса çитĕнтернĕ, вĕсене аслă пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Икĕ мăнук Мишинсене тулли савăнăç кÿрсе тăрать.
– Призыв вăхăчĕ çитсен Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăма шăпа пÿрнĕшĕн эпĕ питĕ савăнатăп, - кăмăллăн пĕлтерчĕ Виктор Николаевич. – Флот мана туслăха тивĕçлипе хаклама, ăна чыслăн упраса пурăнма вĕрентрĕ, характера çирĕплетрĕ, пурнăçра тĕл пулакан тĕрлĕ йывăрлăхсене чăтăмлăн çĕнтерсе пыма хăнăхтарчĕ.