25 июля 2009 г.
ЧĂВАШ Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Гаврил Федорович Митрофанов пурăннă пулсан июлĕн 15-мĕшĕнче 85 çул тултаратчĕ.
Унăн ачалăхĕ тата çамрăклăхĕ Шăмăршă районĕнчи Ярăслав ялĕнче иртнĕ. Палтиелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех искусствăпа çыхăннă тĕрлĕ каçсене хутшăннă, халăх инструменчĕсен оркестрĕнче вылянă. 1942 çулта Гаврил Федоровича Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илнĕ, каялла вăл 1946 çулта çеç таврăннă. Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн салтака Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа, «Германие çĕнтернĕшĕн» тата «Берлина илнĕшĕн» медальсемпе чысланă.
1949 çулта (ун чухне вăл темиçе тĕрлĕ музыка инструменчĕпе те калама пĕлнĕ) ăна колхозăн иккĕмĕш театрне, каярахпа республикăри куçса çÿрекен колхоз теартне артиста тата баяниста ĕçе илеççĕ. Каярахпа спектакльсене кĕвĕсемпе илемлетме пуçлать.
Гаврил Федоровича 1956 çулта Чăваш театрне чĕнсе илеççĕ. Шăп вăтăр çул театрта вăй хурать, тĕрлĕ роль калăплать. Хăйĕн пултарулăхĕпе халăха савăнтарать, тĕлĕнтерет, кашни сăнара чунĕ витĕр кăларать. Хăш-пĕр спектакльти сăнарсене аса илер-ха: Ч.Айматовăн «Манăн хĕрлĕ тутăрлă тополь» – Байтемир тата Джантай, М.Каримăн «Уйăх тĕттĕмленнĕ каç» – Рыскул-бей, Н.Айзманăн «Звеньевой» – Яковлев, «Чавса çывăх та çыртма çук» – Петя, И.Максимов-Кошкинскин «Çĕмĕрт каллех çеçкере» – колхоз председателĕ, И.Тукташăн «Хурăнлă çулпа» – староста, Ю.Петуховăн «Пĕр çула çирĕм туй» – хут купăсçă, В.Лекановăн «Пĕччен хулă хуçăлать» – Туз тата ытти те.
Гаврил Федоровичăн музыка патне çав тери пысăк туртăм пулнă пирки вăл Чăваш театрĕнче те Юхма Мишшин «Уйăх тулнă каç», Н.Мраньккан «Сенкер пăлансем», П.Осиповăн «Кушар», Ю.Петуховăн «Кăвак çумăрсем», Ю.Коженевскин «Ту çинчи ăмăрт кайăк» ĕçсене кĕвĕпе илемлетет, кĕввисене те спектакль вăхăтĕнче хăйех калать. Ку çеç те мар, Гаврил Федорович «Ăсатса яр, тăван», «Кĕрен чечек», «Эс мана юратсан», «Улмуççи», «Çурхи юрату», «Ан тирке мана» сăвăсемпе кĕвĕ те çырнă. Ку юрăсене пултарулăх коллективĕсен çеç мар, Чăваш патшалăх академи симфони капеллин коцерчĕсенче те илтме пулать. «Чĕререн юратсан» юрра вăл хăйĕн мăшăрне, Зинаида Семеновнăна, халалланă. «Тĕлĕнмелле çынччĕ вăл, лайăх упăшка, лайăх ашшĕччĕ. Пĕрлешнĕ чухне эпĕ 22-ре, вăл 52 çултаччĕ. «Тăван, тăван, тавах сана» юрра кăмăллатчĕ, тăвансемпе пĕрле пуçтарăнсан пире юрлаттаратчĕ. Шел, 8 çул каялла пиртен уйрăлса кайрĕ», - аса илчĕ Зинаида Семеновна.
Гаврил Митрофанова хăйĕн халалне шута илсе тăван ялне пытарнă.