29 июля 2009 г.
«Мир» ЗАОра тунти кун вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. С.Матвеев, А.Матвеев, А.Садертдинов тата В.Актемов механизаторсем «Дон-1500» комбайнсемпе кĕрхи тулла пухса кĕртеççĕ. Лаптăкĕ пĕчĕк мар – 500 гектар. Хуçалăх ертÿçи З.Афиятуллов каланă тăрăх, гектартан 30-шар центнер тухăç илме шанăç пур.
Черетре – 1000 гектар çинчи çурхи тырăсем. Юсавлă техника тухăçлă ĕçлесен, вырмана кĕске вăхăтра вĕçлеме майсем çителĕклĕ. Çунтармалли материалсене кирлĕ чухлĕ хатĕрленĕ. Комбайнерсем – опытлă та тăрăшуллă çынсем.