01 августа 2009 г.
ТИВЛЕТЛĔ шкул тĕнчи... Çиччĕ тултарсан эпир пурте çак ытарайми асамлăха кĕретпĕр. Пĕрремĕш вĕрентекен пулăшнипе вĕренÿре пĕрремĕш утăмсем тăватпăр. Кайран вара, вулама-çырма, шутлама вĕренсен, учитель пулăшнипе, пĕлĕве малалла туптатпăр. Çапла вара, сисĕнмесĕрех çул хыççăн çул иртет, тăван шкулпа сывпуллашма та вăхăт çитет.
...Вун пĕр çул каялла эпир, пĕчĕк ачасем, алла чечексен хитре çыххине тытнăскерсем, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулне пĕрремĕш класа вĕренме килтĕмĕр. Пĕрремĕш вĕрентекен – Н.В.Ермолаева – пире ăшшăн кĕтсе илчĕ. Вăл пире кашнинех сĕтел хушшине лартса тухрĕ, пĕр-пĕринпе паллаштарчĕ. Учительница пирĕнпе тÿрех пĕр чĕлхе тупрĕ, пĕр-пĕринпе туслăн та килĕштерсе пурăнма, вулама-çырма, шутлама вĕрентсе пычĕ.
Вăтам тата аслă классенче эпир, учительсем пулăшнипе, пĕлĕве малалла туптарăмăр, тĕнче курăмне анлăлатрăмăр. В.П.Мандрюкова учительница ертсе пынипе класс тулашĕнчи мероприятисене те активлă хутшăнтăмăр.
Шкул пурнăçне пĕтĕмпех хăнăхса кăна çитрĕмĕр – чуна хумхантарса пирĕншĕн, вăтам шкул выпускникĕсемшĕн, юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Часах выпускной экзаменсене парса пĕтертĕмĕр, илемлĕ, хумхануллă вальс юхĕмĕллĕ сывпуллашу каçĕ те иртсе кайрĕ. Халĕ ĕнтĕ пирĕн класс – çемье саланчĕ: кам ăçта вĕренме-ĕçлеме кăмăл тăвать – çавăнта каять.
Выпускниксен ятĕнчен чĕререн тухакан тав сăмахĕсем калас килет сире, юратнă учительсем. Хăш-пĕр самантсенче сире йывăр та килчĕ пулĕ пирĕнпе, анчах та эсир алă усмарăр, вăй-халăра, вăхăтăра, сывлăхăра шеллемесĕр пире тарăн пĕлÿ пама тăрăшрăр. Куншăн сире эпир çĕре çитиччен пуç таятпăр, пархатарлă та йывăр ĕçре малашне те ăнăçу, чăтăмлăх сунатпăр. Вăхăтĕнче сире итлемен е тарăхтарнă самантсем те пулнă пулĕ. Çакăншăн каçарсамăр пире. Эпир пĕлетпĕр: эсир пирĕн ашкăнчăклăха нихăçан та йывăра илмен, ÿсĕм тапхăрĕнчи куçăмлăха, характер улшăнăвне шута илсе, пире ăнлантарма-лăплантарма тăрăшнă.
З.Г.Кучерована та чунтан тав тăватпăр эпир. Тивĕçлĕ канура пулсан та, Зинаида Георгиевна пире патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене хатĕрленме пулăшрĕ, вăхăт тупса кашни яш-хĕрпе уйрăм ларса ăнлантарчĕ.
Шкулти учительсене пурне те тивĕçлĕ канăва тухичченех ăнăçлă ĕçлесе пыма ырлăх-сывлăх сунатпăр эпир.
Сывă пул, юратнă шкулăм! Сан патăнтан пуçланакан пĕлÿ сукмакĕпе утса, ыран эпир тата аслăрах пусăмри вĕренÿ заведенийĕсене çул тытатпăр, кайран йывăр та тумхахлă пурнăç çулĕ çине тухатпăр. Анчах ăçта кайсан та, хăш вырăнта вĕренсен-ĕçлесен те, эпир тăван шкула, хамăрăн вĕрентекенсене нихăçан та манмăпăр, асран кăлармăпăр.