01 августа 2009 г.
РАÇÇЕЙ Федерацийĕн «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, предприятисемпе организацисенче тата учрежденисенче ĕçлекенсене тÿлевсĕрех медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Хушма диспансеризаципе çыхăннă тăкаксем медицина страхованийĕн территорири фондĕнчен саплашăнаççĕ. Çак ĕç кăçал районта мĕнлерех пырать-ха;
Нумаях пулмасть пирĕн корреспондент районти больницăн тĕп врачĕпе О.И.Львовпа тĕл пулса калаçнă, унран хушма диспансеризаципе çыхăннă ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
– «Сывлăх» наци проектне Раççейри халăхсен сывлăхне упрас, вĕсене больницăсенче вăхăтра тĕрĕслесе тăрас, вăраха кайнă чирсенчен сыхлас, çĕршыври сывлăх сыхлавĕн ĕçне лайăхлатас тĕллевпе туса хатĕрленĕ, – терĕ Олег Иванович. – Çак проект халăхшăн ĕçленине эпир хамăр районти медицина учрежденийĕсенчи ырă пулăмсенче те лайăх куратпăр. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем юлашки çулсенче васкавлă пулăшу автомашинисемпе, чи çĕнĕ медицина оборудованийĕпе тата ыттипе пуянланчĕç. Тÿлевсĕр прививкăсем те халăхшăн питĕ меллĕ.
Хушма диспансеризаци пирки сăмах пуçарсан... Тÿрех каламалла: çак ĕç хальлĕхе кирлĕ пек пыраймасть-ха. Сăмахран, кăçал пирĕн районта 293 çынна медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларма палăртнă. Çак плана сентябрĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр пурнăçламалла. Паянхи кун тĕлне вара предприятисемпе организацисенче тата учрежденисенче ĕçлекенсенчен çурри те диспансеризаци витĕр тухман-ха.
– Çакăн сăлтавĕ мĕнре-ши;
– Ку вăл чи малтан çынсем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттересси çине çиелтен пăхнипе çыхăннă. Пĕлтĕр-виçĕм çул бюджет учрежденийĕсенче ĕçлекенсене кăна тĕрĕслеттĕмĕр. Кăçал вара предприятисемпе организацисен работникĕсене те тÿлевсĕрех медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларатпăр. 10 ĕç коллективĕнче график пурнăçланмарĕ. Паллах, çак пархатарлă ĕç çине хăш-пĕр руководительсем тивĕçлĕ тимлĕх уйăрманнине те палăртса хăвармалла.
– Хушма диспансеризацие мĕнлерех тĕрĕслевсем кĕреççĕ;
– Медицина работникĕсем диспансеризацие килнĕ çынсен флюорографи ÿкерчĕкне хатĕрлеççĕ, кардиограмма тăваççĕ, тĕрлĕ анализсем илеççĕ, куçа тĕрĕслеççĕ. Медицина тĕрĕслевĕн ĕçне хирург, терапевт, гинекологпа невропатолог та хутшăнаççĕ. Куратпăр ĕнтĕ: тĕрĕслев анлă та тĕрлĕ енлĕ. Тăрăшсан, çине тăрсан, диспансеризацие пĕр кунтах тухма пулать.
– Палăртнă вăхăтра хушма диспансеризацие килеймен коллективсен е уйрăм çынсен халĕ мĕнле майпа медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла;
– Графикпа палăртнă кун тĕрĕслеве килейменнисен малтан районти тĕп больницăн регистраци службине пĕлтерсе хумалла. Унпа çыхăнмалли телефон – 2-32-85. Диспансеризацие паспортпа тата медицина страхованийĕн полисĕпе килмелле. Çак документсемсĕр йышăнмаççĕ.
– Графика кĕртмен ĕç коллективĕсем хушма диспансеризаци мероприятине килме пултараççĕ-и;
– Кăмăл пулсан – тархасшăн. Эпир хирĕçлеместпĕр. Предприятисемпе организацисен руководителĕсене ку ыйтупа районти тĕп больницăн администрацийĕпе çыхăнма сĕнетпĕр.
Сăмахăма вĕçленĕ май, çакна хушса калас килет. Хушма диспансеризаци çине руководительсене те, работниксене те тивĕçлĕ тимлĕх уйăрма сĕнетĕп. Медицина тĕрĕслевне туллин те тĕрлĕ енлĕн ирттернĕ май, чир-чĕрсен пуçламăш тапхăрĕн паллисем те курăнаççĕ. Врачсем кунашкал çынсене çийĕнчех больницăна чĕнтерсе илеççĕ, тÿрех сиплеме пуçлаççĕ. Чире вăхăтра сиплесен, вăл парăнать. Тарăна кайнă чире сиплеме вара чылай йывăртарах. Тĕрĕссипе каласан, вăраха кайнă чир пур çынна пĕтĕмпех сыватса çитерме те май килмест. Кун пирки кашнийĕнех асра тытмалла.