05 августа 2009 г.
АНАТ ЧАТКАСРИ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 1-9 классем хушшинче «Шкул çумĕнчи чи лайăх участок» конкурс пырать. Кашни класăн – хăйĕн участокĕ. Ачасем хăйсене çирĕплетсе панă участоксене тасалăхра тытма тăрăшаççĕ: вăхăтра шăвараççĕ, çум курăкран тасатаççĕ, маттикпе çемçетсе кăпкалатаççĕ. Тĕрлĕ пахчаçимĕç лайăх çитĕнет.
Чечексем вара... Вĕсем çинчен куçа та илеймĕн. Шкул йĕри-таврашĕнче хитре чечексен питĕ пысăк клумби ешерет, тейĕн. Кĕл чечексемпе георгинăсем, астрăсемпе василексем, салтак тÿммисемпе нарциссем тата ытти нумай чечексем чунра ăшă та ачаш туйăмсем хăвараççĕ.
Вĕсем хура кĕркуннечченех пурне те хăйсен илемĕпе савăнтарĕç.