Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ç Ĕ К Л Е Н Е Т ÇУРТ ХЫÇÇĂН ÇУРТ

08 августа 2009 г.

«СТРОИТЕЛЬ» ООО ĕçченĕсем Шăмăршăра çулленех çĕнĕ çуртсем туса хута яраççĕ. Вĕсем, хальхи проектпа тунăскерсем, райцентра илем кÿреççĕ. Ялтах хулари евĕр условисемлĕ хваттерсенче пурăнакансем – телейлĕ çынсем. Кризис тапхăрне пăхмасăр организаци ура çинче çирĕп тăрать, муниципаллă контрактра палăртнă хăйĕн обязательствисене вăхăтра пурнăçлать, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма тăрăшать.

Çак кунсенче пирĕн корреспондент «Строитель» ОООн генеральнăй директорĕпе, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕпе Н.Н.Быковпа тĕл пулса калаçнă, унран коллективăн кăçалхи ĕçĕ-хĕлĕ пирка каласа пама ыйтнă.

– Юлашки çулсенче строительство ĕçĕсем республикăра, çав шутра районта та, аукцион йĕркипе пурнăçланса пыраççĕ, – терĕ Николай Никонович. – Акă, кăçал январь уйăхĕнче Шăмăршă районĕн администрацийĕ районти тĕп больницăна реконструкцилесе çĕнетес тĕллевпе аукцион ирттерчĕ. Унта Шупашкарти, Ульяновск облаçĕнчи тата хамăр республикăри тĕрлĕ районсенчи 11 строительство организацийĕ хутшăнчĕ. Реконструкци ĕçĕсен проектпа смета хакне малтанласа 51 миллион тесе пĕлтерчĕç. Çак хакпа килĕшсе пур организацин представителĕ те алă çĕклерĕ. Кун хыççăн вара аукцион йĕркелекенсем хака чакарса пычĕç. Юлашкинчен панă хакпа пирĕн строительство организацийĕ кăна ĕçлеме килĕшрĕ. Хамăр валли пысăк тупăш илмесĕрех район çыннисем валли ĕç тупса парасси, тĕрлĕ налуксен укçа тÿлевĕсене районтах хăварасси пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕрех.

Бюджет укçи куçасса кĕтмесĕр, тĕп ĕçсене ытларах çу кунĕсенче пурнăçлас тĕллевпе, районти больницăн терапи тата поликлиника корпусĕсенчи реконструкци ĕçĕсене февраль пуçламăшĕнчех пуçăнтăмăр. Кун валли банкран 20 процентлă 12 миллион тенкĕ ссуда илтĕмĕр. Ĕçсем графикпа килĕшÿллĕн пыраççĕ. Ĕç пахалăхĕ çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Анлă реконструкци ĕçĕсене кăçалхи сентябрьте пĕтĕмпех вĕçлеме, объекта хута яма палăртатпăр. Бюджет укçи вăхăтра, пурнăçланă ĕçсемпе килĕшÿллĕн, куçса пырать.

Кахăрлă Шăхальпе Пуянкассинчи, Çĕнĕ Тăрăнпа Карапай Шăмăршăри, Шăмăршăри тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи бригадăсем – пурĕ 200 çын ытла – объектра тÿрĕ кăмăлпа ĕçленине палăртас килет. Сăмах май, кăçалхи апрель-июнь уйăхĕсенче «Елочка» профилакторире те пирĕн организаци капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерчĕ.

– Ленин урамĕнче кăçал 3 хутлă, 24 хваттерлĕ çурт çĕкленчĕ...

– Çак çурта тума ЧР Строительство министерстви кăçалхи февральте йĕркеленĕ аукционра та – унта хуласемпе районсен строительство организацийĕсем хутшăнчĕç – объекта йышăнма эпир тивĕçлĕ пултăмăр. Малтанхи пекех, эпир йÿнерех хакпа ĕçлеме килĕшрĕмĕр. Хамăрăн организацие çулталăк тăршшĕпех «строительство форминче» тытасси, коллектива ĕçпе тивĕçтересси, район çыннисене ĕç вырăнĕсем туса парасси пирĕн тĕп тĕллев пулса тăрать.

24 хваттерлĕ çурта çак кунсенче комисси йышăнчĕ те ĕнтĕ. Кивĕ тата пурăнма юрăхсăр çуртсенче пурăнакансем çĕнĕ хваттерсене куçаççĕ.

– Николай Никонович, сирĕн организаци хăйĕн вăйĕпе çурт туса халăха хваттерсем сутаканччĕ...

– Çак ырă йăлана малалла илсе пыратпăр. Акă, пĕлтĕр Шăмăршăри Шоссейная урамра, районти пушар чаçĕпе юнашар, 3 хутлă çуртăн никĕсне хыврăмăр, стенисене купаласа хăпартрăмăр. Кризис тапхăрне пăхмасăр, кăçал çурт çивиттине витрĕмĕр, шалти ĕçсене турăмăр. Халĕ ăшă системине тăвасси, шывпа канализаци пăрăхĕсене хывасси тата урайне бетон ярса тикĕслесси кăна юлнă. Район çыннисем хваттерсене туянма пуçларĕç те ĕнтĕ. Кăмăл тăвакансене 2 пÿлĕмлĕ 3 хваттер туянма сĕнетпĕр.

– Уяв умĕн хăвăр организацире çулран-çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пыракансене ятран асăнаймăр-ши;

– Тархасшăн. Вĕсем – Н.Шумилов прораб, П.Кузьмин мастер, А.Ельцов экскаваторщик, Н.Павловпа В.Матвеев водительсем, А.Никишинпа К.Иванов ертсе пыракан каменщиксен бригади, Г.Полякова, Л.Эсливанова, Г.Биктирякова, Г.Кошкин штукатурсем тата ыттисем.

Сăмахăма вĕçленĕ май, районти мĕн пур строительсене, хамăрăн организацин ветеранĕсене Строитель кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунатăп. Ĕç пулсан, пирĕн организаци кризис йывăрлăхĕсене малалла та çĕнтерсе пырĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика