Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔЧĔК ПРЕДПРИНИМАТЕЛЬСТВĂНА АТАЛАНТАРМАЛЛАХ

08 августа 2009 г.

РАЙОН депутачĕсен Пухăвĕн иртнĕ ларăвĕнче Шăмăршă районĕнче 2009-2011 çулсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантармалли муниципаллă программа йышăнчĕç. Унăн тĕллевĕ – пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталанма пур енлĕн пулăшасси, предприниматель ĕçне çамрăксене явăçтарасси, вĕсене инноваци ĕçĕнче, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ çĕрте, промышленноçра, ял хуçалăхĕнче хăйсен ĕçне йĕркелеме майсем туса парасси.

Программăна пурнăçа кĕртме район бюджетĕнчен 60 пин, бюджет тулашĕнчи тĕрлĕ çăл куçсенчен 180 пин тенкĕ укçа уйăрма пăхнă.

Муниципаллă программа туллин ĕçе кĕни пĕчĕк тата вăтам предприятисем продукци туса кăларассине (çăмăллăхсем парассине) 2008 çулпа танлаштарсан 18 процент ÿстерме, бюджета налук пуçтарăнассине чылай пысăклатма май парĕ.

Çак программăпа килĕшÿллĕн, предприниматель ĕçне пуçăннă çынсем валли семинарсемпе консультацисем йĕркелеççĕ, финанспа бухгалтери пĕлĕвĕсене илме пулăшаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика