Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУЛ ÇИТМЕН ÇАМРĂКСЕНЕ – ĔÇ ВЫРĂНĔ

08 августа 2009 г.

ÇУ кунĕсенче район центрĕнче тата ялсенче 14-18 çулхи çамрăксем ĕçсĕр сулланса çÿренине тăтăшах курма пулать. Хăшĕ-пĕри ĕçлесе укçа тăвасшăн та пуль – анчах ĕç тупаймасть.

Шăмăршăри ĕçпе тивĕçтерекен центртан пĕлтернĕ тăрăх, республикăра çул çитменнисене çу кунĕсенче ĕçпе тивĕçтермелли ятарлă программа пур. Унпа килĕшÿллĕн, çуллахи каникул кунĕсенче 14-18 çулсенчи çамрăксене вăхăтлăха ĕçе илнĕшĕн предприятисемпе организацисене, уйрăм предпринимательсене укçа уйăрса параççĕ. Çапла вара хăйсемшĕн те лайăх, çул çитмен çамрăксем те ĕçлесе тупăш илме пултараççĕ. Енчен те кашни руководитель пĕр çамрăка та пулин ĕçе йышăнсан та нумай ачаллă çемьесемшĕн, тăлăхсемшĕн, начартарах пурăнакансемшĕн пысăк пулăшу пулĕччĕ, çамрăксем вара укçа хакне пĕлсе ÿсĕччĕç.

Çул çитмен çамрăксене ĕçе илес ыйтупа 2-39-97 е 2-31-98 номерсемпе шăнкăравлама е Шăмăршăри Ленин урамĕнчи 14-мĕш çурта (Центр офисĕ) пыма пултаратăр (факс – 2-39-97).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика