08 августа 2009 г.
ХĔРТСЕ хĕвел пăхать. Шăрăх! Ял-йыш васка-васка ыраш вырать.
– Анюта, паян хире каймастăн пуль, ытла та халсăр курăнатăн-çке. Инкек-синкекрен Турă сыхлатăрах ĕнтĕ, – арăмне шеллесе калаçрĕ Кириле.
Анюта – йывăр çын, халь-халь çăмăлланма пултарать. Апла пулин те яра кунах хирте вăй хурать, çурлапа ыраш вырать.
– Эпĕ те пымасан, сана йывăр килĕ. Паян-ыранах çуратмастăп пулĕ-ха. Каяр пĕрле, иккĕн иккĕнех, ĕçĕ те ÿсĕмлĕ, – мăшăрĕ хăйне хĕрхеннĕшĕн чунтан савăнчĕ пулин те, килте ларасшăн пулмарĕ Анюта.
Хиртех, тырă кĕлтисем хушшинче çăмăлланать чăваш хĕрарăмĕ. Çут тĕнчене патвар та уçă саслă ывăл килет. Ăна Вячеслав ят параççĕ.
– Ман хыççăн тата пилĕк ача çуралнă, эпĕ – асли пулнă май – шăллăмсемпе йăмăксемшĕн хÿтлĕхпе тĕрек пулнă, – аса илет паян ачалăх çулĕсене Вячеслав Кириллович Захаров.
«Ачалăхра сирĕншĕн мĕн ытларах асра юлчĕ;» – тесе ыйтсан, В.К.Захаров çапла хуравларĕ:
– Анне пĕçернĕ çаврака çăкăр. Унăн шăршине, ытарма çук тутине паян кун та асра тытатăп. Пур нăçра анне пĕçернĕ апат-çимĕçрен тутлăраххине урăх астивсе курман. Çитмĕл тăватта çитсе вилчĕ анне, яланах: «çăкăртан аслă ан пул, ачам, халăх умĕнче ятна ан яр» тесе вĕрентетчĕ. Анне сăмахне чĕрере тытма тăрăшрăм...
Ашшĕ – Кирилл Иванович – 1942 çулхи август уйăхĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă. Вячеславпа амăшĕ мĕн чухлĕ йывăрлăх тÿсмен-ши вăрçă çулĕсенче; Выçлăхĕ те пулнă, шартлама сивĕре нушаланни те... Сак тулли вĕт-шакăр ача-пăчана тăрантарма-тумлантарма çăмăл-и-ха; Çемьере асли вырăнне юлнăран, ыттисемшĕн атте те, тете те шутланнă.
Йывăр пулсан та, вĕренме тăрăшнă Вячеслав. 1944 çулта Анат Чаткасри çичĕ çуллă шкула пĕтернĕ те, Палтиел вăтам шкулне кайнă. Анчах вĕренсе тухма пултарайман – вăтам шкула хупса хунă. Çапла вара пĕр çулталăк хушши тăван ялти Сталин ячĕллĕ колхозра ĕçлеме тивнĕ.
Çавах та вĕренес туртăм çамрăка пĕрре те канăç паман. Амăшĕпе канашлать те, Хурăнвар шкулне докуменчĕсене леçет. 1946-1948 çулсенче çак шкулта вĕренсе алла аттестат илет.
Вăтам пĕлÿ пур-ха, анчах малалла вĕренесси пулмасть пуль – килтисем ытла та начар пурăнаççĕ-çке... Каллех колхозра ĕçлет Вячеслав. Кĕркунне вара, укçа ĕçлесе тума ĕмĕтленсе, Владимир облаçĕнчи Гусь-Хрустальный хулине тухса каять. Унти хăма çуракан заводра вăй хурать, ĕçлесе илнĕ укçана амăшĕ патне ярса тăрать.
1949 çулхи августра В.Захарова Тинĕс-Çар Флотне службăна илеççĕ. Владивосток хулинче пулать вăл. 1953 çулхи июльте, экстерн йĕркипе экзаменсем тытса, кĕçĕн техник-лейтенант званине илет. Часах запасри офицер тăван ялне таврăнать.
Парти райкомĕ сĕннипе, В.Захаров икĕ çул хушши районти Культура çурчĕн директорĕнче ĕçленĕ. 1955 çулхи январьте ăна ДОСААФ райкомĕн председательне суйласа лартаççĕ. 1958 çулхи сентябрьте вара парти райкомне, орготдел инструкторĕ пулса ĕçлеме илнĕ.
Район руководителĕсем запасри морякăн пултарулăхне, вăл халăхпа ĕçлеме пĕлнине курмасăр тăман ĕнтĕ. Парти райкомĕн бюровĕ сĕннипех 1959 çулхи ноябрь уйăхĕнче В.Захарова пĕрлештерсе пысăклатнă «Победа» колхоза ĕçлеме яраççĕ. Сталин ячĕллĕ, М.Горький ячĕллĕ тата «Слава» колхозсен ĕçченĕсем ăна пĕрлештернĕ хуçалăх председателĕ пулма суйлаççĕ.
Каярахпа «Победа» колхоз çумне юлса пыракан Жданов ячĕллĕ колхоз та пĕрлешнĕ, пысăк хуçалăха пĕр саслăн «Восход» ят панă.
В.К.Захаров ертсе пынă çулсенче «Восход» колхоз районта çеç мар, республикăра та палăрса тăнă. Хуçалăх самоокупаемоçпа самофинансировани çине чăн малтан куçма пултарнă, урăхла каласан, ниçтан та пĕр тенкĕ пулăшу илмесĕр, хăйĕн укçи-тенкипе саплаштарса пурăннă.
1967 çулхи сентябрьте, халăх депутачĕсен район Совечĕн сессийĕнче, В.К.Захарова райĕçтăвком председателĕн заместительне суйланă. Халăх ярасшăн пулмасан та, колхоза урăх çынна шанса хăварма тивнĕ. Калас пулать, ун хыççăн ĕçлекенсем те шанăçа тÿрре кăларма тăрăшрĕç.
1976 çулхи ноябрьте, хуçалăхсем хушшинчи строительство организацийĕн советĕнче, В.К.Захарова Шăмăршă районĕнчи колхозсем хушшинчи куçса çÿрекен мехколонна начальникĕ пулма çирĕплетнĕ. Çак тапхăрта районта вун-вун строительство объекчĕ çĕкленнĕ, В.К.Захаров ячĕ республикăра та кĕрлесе кăна тăнă. Мехколонна самофинансированипе самоокупаемоç çине туллин куçса çитнĕ. В.К.Захаров кунтан кайнă чух парăмсем пачах та пулман.
1988 çулхи октябрьте ăна парти райкомне, ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ пулса ĕçлеме илнĕ. Кунта Вячеслав Кириллович аппарата реорганизацилечченех вăй хунă. Ун хыççăн районти страховани организацийĕн ертÿçинче тăрăшса ыр ят хăварнă.
Кунта çакна та каласа хăвармалла: колхоз председателĕнче ĕçленĕ çулсенче В.К.Захаров Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх институтне заочно майпа вĕренсе пĕтернĕ, ял хуçалăх экономисчĕн специальноçне илнĕ.
Пурнăçĕ тăршшĕпех обществăлла ĕçсенче тăрăшнă вăл. 1961-1987 çулсенче ял тата район Совечĕсен депутачĕ пулнă, 30 çул хушши парти райкомĕн членне суйланнă. Çамрăкрах чух комсомол райкомĕн бюровĕн членĕ пулнă.
Тăван çĕршыв В.К.Захарова «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕçри хастарлăхшăн. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа», «Ĕçри хастарлăхшăн», «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 30 çул çитнĕ ятпа», «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 40 çул çитнĕ ятпа» медальсемпе, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотисемпе, КПСС обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
1968 çулта В.К.Захаров ВДНХ участникĕ пулнă, ăна Бронза медальпе хисеп тунă. 1980-1981 çулсенче «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» знаксем илме тивĕç пулнă.
Тивĕçлĕ канура пулин те, В.К.Захаров яланах халăхпа пĕрле. Вăл – районти музейсен совечĕн тата ветерансен совечĕн членĕ, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн хастар обществăлла корреспонденчĕ. Чăваш юманĕ пек патварскер, уçă кăмăллăскер, çынпа питĕ хăвăрт пĕр чĕлхе тупать, пулăшма тăрăшать.
Мăшăрĕпе – Зоя Николаевнапа пĕрле – виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Августăн 9-мĕшĕнче В.К.Захаров 80 çул тултарать. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телейлĕ ватлăх сунатпăр ăна. Вăй патăр, хаклă Вячеслав Кириллович!