Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ай юрлар-и юррине, Мухтаса Чаткас ялне»

12 августа 2009 г.

Аван-и, чаткассем, аван-и;

Эсир ялан-çке ман асра.

Кунта нумай ман тус-тăванăм,

Чунра хавас пек Чаткасра.

Сап-сарă тырă хумханать-и,

Кĕрлет-и трактор уй-хирте,

Е шавласа кĕтÿ анать-и –

Çаксем илемлĕ-çке пурте!

Ниме пухса çĕн çурт лартаççĕ,

Илемлетеç эреш касса.

Таври ялтан хăна пухаççĕ,

Килсем, тăванăм, Чаткаса!

(Ив.САЛАНТАЙ. «Килсем, тăванăм, Чаткаса»).

КАШНИ ялăн ырă йăли пур. Чаткассем, акă, çулленех хăйсен ялĕн уявне ирттереççĕ. Кăçал вăл августăн 8-мĕшĕнче – шăмат кун пулчĕ.

Уява пуçтарăннă ял-йыша, кÿршĕллĕ ялсенчен килнĕ хăнасене Чăваш Республикин Президенчĕн администрацийĕн представителĕ В.В.Галкин, Чăваш Республикинчи муниципаллă йĕркеленÿсен Совечĕн директорĕ, пирĕн ентеш В.И. Максимов, «Суварстройпроект» генеральнăй директорĕ В.А.Захаров, Шăмăршă район пуçлăхĕн çумĕ Н.Г.Игнатьева, Патăрьел, Çĕмĕрле, Канаш районĕсенчи ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хĕрÿллĕн саламларĕç.

Чаткассем тирпейлĕ те илемлĕ пурăнма тăрăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Уявра «Чи лайăх урам», «Чи пуян килти хуçалăх», «Чи лайăх староста» конкурссен çĕнтерÿçисене халăх умĕнче чысларĕç. Çавăн пекех чи хастар активист-общественниксене те хисеп турĕç.

Çĕр ĕçченĕн çулĕнче хуçалăхăн унчченхи председателĕсем В.К.Захаровпа М.Н.Ухваркин хăйсен юбилейĕсене паллă тăваççĕ. Çавăн пекех нумай çул хушши ял Совет председателĕнче ĕçленĕ А.В.Зиновьев та 70 çул тултарчĕ. Вĕсене «Çулталăк юбилярĕ» лентăпа, Хисеп грамотипе тата хаклă парнепе чыс турĕç. Чи интересли вара – юбилярсене тăранттас çине лартса ярăнтарни.

Кашни урамрах пурăнакансем уяв сĕтелĕ йĕркеленĕ, чăваш наци тумне тăхăннă ял çыннисем хăйсем хатĕрленĕ апат-çимĕçпе сăйларĕç.

Уяв юрă-ташăсăр мĕнле ирттĕр-ха; Юрларĕç те ташларĕç, такмак каларĕç, вăйă картинче çаврăнчĕç чаткассемпе хăнасем. Пысăк хурансенче пĕçернĕ кукар яшки чăн-чăн уяв апачĕ пулчĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, пирĕн ентеш В.Ф.Ермолаев тăрăшнипе уява чăваш эстрадин «çăлтăрĕсем» килсе çитнĕ. Вĕсен кашни юррине уяв халăхĕ тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ.

Спорт ăмăртăвĕсем ватти-вĕттине тыткăнларĕç, вăй виçме хистерĕç. «Хĕвеле хирĕç» ятлă чупăва çĕр çын ытла хутшăнчĕ. Финиша пуринчен малтан сакăрвун пĕррери К.В.Сидорова çитрĕ. Унран тантăшĕсем – А.М.Воробьевапа М.С.Мартынова та нумай кая юлмарĕç.

Вутă касса çурас, шăнкăрч вĕлли ăсталас, лаша кÿлсе тăварас тĕлĕшпе ирттернĕ конкурссем те пурне те савăнăç парнелерĕç.

Каçченех юрă-кĕвĕ янăрарĕ Чаткасра. Лайăх каннă, вăй пухнă ял çыннисен чĕрисенче уяв нумайччен упранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика