12 августа 2009 г.
«АХАЯС» фольклор коллективĕ 1990 çулхи ноябрьте пĕрремĕш хут сцена çинче тухнă. Ун чухне çак творчество ушкăнĕ, библиотека заведующийĕ Н.П.Федотова ертсе пынипе тăван ялта – Пуянкассинче Улах сăри уявне кăтартса панă. Культура çуртне пухăннă йышлă халăх – ватти те, вĕтти те – коллектив программине ăшшăн йышăннă.
Коллективра – 25 çын. Тĕрлĕ ÿсĕмрисене халăх юрри-ташшине юратни пĕрлештерсе тăрать. Репертуар улшăнса-çĕнелсех пырать. Унта – хор, ĕç, хăна, йăла-йĕрке, улах, вăйă юррисем, ĕлĕкхи юрă-ташă, тĕрлĕ уявсене сăнлакан программăсем (туй, Сурхури, Çĕнĕ хăта, Çăварни, Çимĕк, Улах, Салтак ăсатни, Мăн кун, Аслă вăйă, Çĕнĕ пÿрт ĕçки) тата вăйăсем.
Фольклор коллективĕ çулленех районти фестивальсене, ял поселенийĕсем хушшинче йĕркелекен смотр-конкурссене активлă хутшăнать, вĕсенче лайăх енĕпе палăрать.
1993 çулта фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхне Патăрьел зонинчи фестивальте тата Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен уявĕнче кăтартнă. 1994 çулхи март уйăхĕнче «Ахаяс» юрри-ташшине Чăваш телевиденийĕпе ÿкерсе илнĕ, «Кала, хут купăс!» передачăра кăтартнă. Тепĕр çул вара Чăваш телевиденийĕн «Кăмăлăма ярам ирĕке» передачинче «Ахаяс» фольклор коллективĕ «Сурхури» уява сăнласа панă. Кăшт каярахпа Шупашкарта Çамрăксен театрĕнче иртнĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткин Валентина Молодцыгинан творчество каçне, çак театрăн юбилей мероприятине хутшăннă.
2002 çулта Ульяновск хулинче иртнĕ уявра «Хĕр сăрине», 2008 çулта çак хулари Акатуйра чăваш туйне кăтартни те коллективăн историйĕнче юлать. «Ахаяса» Уфара йĕркеленĕ наци культурисен Пĕтĕм Раççейри фестивальне, чăвашсен просветителĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалланă Ульяновскри уйăхлăха чĕнсе илни те коллектив пултарулăхне çирĕплетсе парать.
«Ахаяс» – патриотла юрăсен (2008 ç.) республикăри конкурсĕн, «Ĕмĕрсен эрешĕсем – 2009» республика фестивалĕн лауреачĕ, Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕн участникĕ.
Коллектива фольклор ушкăнĕсем хушшинче пĕлтĕр те, кăçал та районта чи лайăххи тесе йышăннă. Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Федотова ертсе пыракан коллектив малашне те пире хăйĕн пултарулăхĕпе, çĕнĕрен те çĕнĕ программипе савăнтарасса шанас килет.