Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спектакль курса савăнчĕç

12 августа 2009 г.

ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧЕ çуралса ÿснĕ, Шăмăршăра тĕпленнĕ Николай Угарин çулленех тарăн шухăшлă, пурнăçăн ырă тата начар енĕсене ĕненмелле сăнлакан пьесăсем çырать. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ искусство ĕçченĕн произведенийĕсене профессилле театрсем те хапăл туса йышăнаççĕ. Ытти спектакльсемпе пĕрлех, хальхи вăхăтра К.Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕнче Николай Угаринăн 2 пайлă «Савнă кин» камичĕ те ăнăçлă пырать. Театр ку спектакле гастрольсем вăхăтĕнче те кăтартать.

«Шанс» ООО ертÿçи В.П.Еремеев нумаях пулмасть драма театрĕн администрацийĕпе çыхăннă, предприяти ĕçченĕсем валли Энтĕрьелĕнчи Культура çуртĕнче «Савнă кин» камите кăтартма ыйтнă. Театр труппин ушкăнĕ çак сĕнĕве хапăлласах йышăнă.

...Çак кун «Шанс» ООО работникĕсем тата Энтĕрьел çыннисем культура учрежденине йышлăн пухăнчĕç. Хăйсен ролĕсене витĕмлĕн выляса, актерсем куракансене пысăк савăнăç кÿчĕç.

«Савнă кин» спектакле хамăр районта çуралса ÿснĕ артистсем хутшăнни те халăха хавхалантарчĕ. Спектакле Асанкасси чăвашĕ Николай Корчаков режиссер лартнă.

Тÿлевсĕр спектакль кăтартассине йĕркеленĕшĕн Культура çуртне пухăннисем «Шанс» ООО директорне, районти депутатсен Пухăвĕн депутатне В.П.Еремеева чĕререн тав турĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика