12 августа 2009 г.
Аслă ăрури çынсем телевизор пăхнинчен ытларах радио передачисене итлеме юратнине калаççĕ. Пралуклă радиона пĕтернине ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ йывăррăн йышăнчĕ. Вĕсем пĕр вăхăт çĕнĕ хыпар илмелли çăл куçсăр тăрса юлчĕç. Халĕ ĕнтĕ электричествăпа калаçакан радиоприемниксем кашни килтех пур-тăр. Унсăр пуçне тата пĕр-ик уйăх каялла Чăваш наци радио уçăлчĕ. Ку, ман шутпа, чăваш çыннисемшĕн пысăк парне вырăннех пулчĕ-тĕр. Наци радио кăларăмĕсенче журналистсем хамăр республика пурнăçĕ çинчен кашни кун тулли те пуян содержаниллĕ материалсем хатĕрлеççĕ.
Иртнĕ уйăхра кану вăхăчĕ пулнипе усă курса ялта пушă вăхăт тупăнсанах радио яраттăм. Тĕрĕссипе, радиона пĕрре те сÿнтерместĕп-ха. Олег Прокопьев Республика кунĕнче, Владимир Егоров Йĕпреç тăрăхĕнчи Камай уйĕнче хатĕрленĕ репортажсене итленĕ май хама çав самантра çав вырăнта пулнă пек туйрăм. Интереслĕ, «чĕрĕ» передачăсем хатĕрлеççĕ ăстасем. Унсăр пуçне «Асамлăх çĕршывĕ» передача, Арсений Тарасов хатĕрлекен кăларăмсен ярăмĕ интереслĕ. Нумай çĕннине пĕлме пулать. Пукане театрĕн артисчĕсем эфира тухни те, пĕчĕккисем валли вăхăт ытларах уйăрни те, чăваш юрри-кĕвви нумай пулни те мана хама килĕшет. Çапах та ытларах чухне Ольга Баринова ертсе пыракан «Чăваш халăхĕн йăли-йĕрки» передачăна тимлесех итлетĕп. Ăсчахсен калаçăвне итлеме кăсăклă, вĕсен калаçу чĕлхин тасалăхне тимлетĕп. Студент чухне палланă, вĕрентнĕ çынсем калаçнине илтме мĕнле аван тата.
Хамăрăн радио пурри чăваш чĕлхине сыхласа хăварассинче темле пулсан та хăйĕн витĕмне кÿретех пулĕ тетĕп.
Ку манăн шухăш пулчĕ. Районта пурăнакансем Наци радио кăларăмĕсене итлеççĕ-ши; Вĕсен шухăшне пĕлме интереслĕ.
Виталий АЛЕКСЕЕВ, Пуянкасси ялĕ:
– Тăтăшах итлейместĕп радио передачăсене. Анчах та пÿртре чухне тимлетĕп. Пĕр кăларăма эфира темиçе хут та кăларни кăмăла каймасть пулин те Арсений Тарасов, Виталий Сергеев хатĕрлекен ярăмсем килĕшеççĕ. Ирхине «Автан авăтсан» кăларăма итлесе пĕтеретĕп те ĕçе тухса утатăп. Ертсе пыракансем ăна интереслĕ, хăйне май хатĕрлеççĕ, çавă килĕшет. А капла Чăваш наци радиовĕ ĕçлеме пуçлани, паллах, питĕ лайăх.
Николай УЛЮКОВ, Çĕнĕ Чукал ялĕ:
– Юлашки вăхăтра радио пит итлесех кайман. Пахча ĕçĕсем пуçланиччен тăтăшах итлеттĕм. Питĕ лайăх хамăрăн – чăваш халăхĕн радио пурри. Мана салам передачисем ытларах килĕшеççĕ. Радио кунĕпех чăвашла калаçать, çĕнĕ юрăсем нумай параççĕ. Эпир вĕсене радиопа итлемесен тата ăçта илтме пултаратпăр. Чăваш халăх юррисем те, ача-пăча юррисем те нумай янăраççĕ. Атту ачасем валли çырнă юрăсене пĕлместпĕр те. Кун пек хуть астуса юлса ачасене те вĕрентме пулать. Питĕ килĕшет.
Зоя ГОЛОВИНСКАЯ, Шăмăршă ялĕ:
– Тахçантанпах кĕтни тинех пурнăçланчĕ. Наци радиовĕ ĕçлеме пуçлани чăваш халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Чăвашла хаçатсем чылай тухаççĕ, анчах хамăрăн ĕç-хĕле телевиденипе, радиопа туллин çутатма ку таранччен майсем пулман вĕт. Тутарсен хăйсен телевидени те мĕн кăна кăтартмаççĕ вĕсем. Халĕ тинех иртен пуçласа каçчен радиопа та чăваш сăмахĕ янăрама пуçларĕ. Тĕрлĕ тематикăна çутатма тăрăшни килĕшет. Çĕнĕ юрăсем нумай, тутарла юрăсем пани те килĕшет. Вĕрентекен пулнă май манăн çакăн пек сĕнÿ: шкулсенчи вĕрентÿ процесне çутатакан передачăсен ярăмне йĕркелесен тем пекехчĕ. Малашне те лайăх передачăсем хатĕрлеме журналистсене ăнăçу сунатăп.
Килте ĕçленĕ чухне хаваслăрах пултăр тесе магнитофон мар, радио яратăп. Чăваш наци радио калаçакан канал çине лартса хунă та урăххи çине куçармастпăр та. Магнитофон вырăнне халĕ хамăр радиопах юрă-кĕвĕ итлесе киленме, кирлех пулсан ташлама та пулать. Çакăн пек ман шухăш.
Аса илтерсе хăварар-ха: Чăваш наци радио передачисене 72, 41 МГц тата FМ 105,0 МГц кĕске хумсем çинче итлеме пулать.