Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пулмантăшăн» пÿлми пушă пулмĕ

15 августа 2009 г.

Çултан çулах тырă пулманран, çĕр чухăннине кура Çĕнĕ Чукала ĕлĕк Пулмантăш ялĕ тенĕ. Çак ялта хастар чăваш Валерий Симурзин «Пулмантăш» фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.

– Çĕре юратсан, çĕнĕ сортсемпе ĕçлесен пирĕн хирсенче те начар мар тухăç илме пулать, - терĕ хаçат корреспондентне фермер.

30 гектар çинчи кĕрхи тулă, сăмахран, кăçал гектар пуçне вăтамран çирĕм тăватшар центнер тухăç панă. В.Симурзин Ульяновск облаçĕнчен «московская-39» сорт туяннă, малашне çак культурăн лаптăкне чылай ÿстерме шутлать.

Çурхи тырăсем 40 гектар йышăнаççĕ. Тулăпа сĕлĕ пиçсех çитейменнччĕ-ха, паян-ыран çак хирсене те комбайн çитĕ. Пучахсем тулли пулни тухăç аван пуласса шантарать.

В.Симурзин 10 гектар çĕр улми çитĕнтерет. Тетĕшĕ – Сергей – «иккĕмĕш çăкăра» 30 гектар çинче туса илнĕ. Ир ĕлкĕрекен сортлине пуçтарса кĕртнĕ ĕнтĕ, Ульяновск пасарĕнче хĕрсех Чукал çĕр улмине сутаççĕ.

– Килес çул эпĕ те çак сортпа ĕçлеме шутлатăп, - терĕ Валерий Николаевич. – Çĕр улми – тупăшлă культура, ял çыннисем валли те тÿлевлĕ ĕç пулать. Ĕçлекен çын нимĕнле кризисра та аптăрамасть, çĕре юратсан ял аталансах пырĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика